Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш класа йышăнас компани пуçланать
Тутарстанра ыран ачасене пӗрремӗш класа йышăнма тытăнаççӗ. Кăçал республикăн тӗп хулинче 17 пине яхăн ача пӗрремӗш хут партă хушшине ларать.
Пӗрремӗш класа икӗ тапхӑр йышăнаççӗ. Апрелĕн 1-мӗшӗнче пĕрремĕш тапхăр – шкул çумне çирӗплетнӗ территорире пурӑнакан ачасене 1-мӗш класа çырӑнтарасси – пуçланать. Çавӑн пекех çак тапхӑрта черетсӗр, чи малтан вӗренме йышӑнма ирӗк пуррисем те заявленисем параççӗ. Шкула йышӑннӑ чухне çӑмӑллӑхсен пуррисен тулли списокне Раççей Çутӗç министерствин сайтӗнче вуласа пĕлме пулать.
Заявление тӑватӑ меслетпе пама пулать: Тутарстан е Раççей Патшалӑх услугисен порталӗсем урлӑ, «Раççей Почти» урлă, вӗренӳ организацине кайса. Палӑртса хăвармалла, шкулсен электронлӑ почтине янӑ заявленисене йышӑнмаççӗ.
Ачана пропискăпа çирĕплетнĕ шкула, унӑн пиччӗшӗ е аппӑшӗ вӗреннӗ çӗре çырӑнтарма июнӗн 30-мӗшӗччен юрать. Ытти шкула çырăнтарас пулсан, заявленисене йышăнасси июлӗн 6-мӗшӗнчен пуçланса сентябрӗн 5-мӗшӗнче вӗçленӗ.
Йышӑну правилисене Раççей Çутӗç министерствин приказӗнче çирӗплетнӗ. Сентябрь 1-мӗшӗ тӗлне ачан ӳсӗмӗ ултӑ çулта та ултӑ уйӑхран кая мар, саккӑртан аслӑрах мар пулмалла. Урӑх çулсенчи ачасене шкула илме вӗренӳ управленийӗн педагог-психологсем, логопедсем тата ытти специалистсем кӗрекен ятарлӑ комиссийӗ тунӑ пӗтӗмлетӳ кирлӗ.
Заявлени парас тапхăр вӗçленнӗ хыççӑн виçӗ ӗç кунӗ хушшинче шкула илни пирки йышӑну тӑвӗç. Çакӑн çинчен калакан пӗлтерӳ Патшалăх услугисен порталĕнчи харпӑр кабинета килĕ. Каласа хăвармалла, шкула регистрациленнӗ вырӑнта суйласа илмесен, вӗренӳ заведенийӗнче пушӑ вырӑнсем юлсан кăна ачана шута илӗç.
Патшалăх услугисен порталĕнче ашшӗ-амӑшӗн заявление маларах тултарса хума юрать, черновик харпӑр кабинетра сыхланса юлĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев