Апрелӗн 25-мӗшӗнче «Çӗнтерӳ диктанчӗ» иртет
Халăхсен хушшинчи истори диктантне хутшăнакансем 45 минут хушшинче 25 задани пурнăçламалла.
Акцин тӗп тӗллевӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин историне май килнӗ таран ытларах вӗренме çынсене явăçтарасси, истори пӗлӗвне ӳстересси, çамрăксене патриотла воспитани парасси тата çитӗнекен ăру хушшинче иртнӗ ӗмӗрӗн паттăрсен ӗçӗсене тарăннăн тӗпчесе вӗренессине аталантарасси.
Диктанта ирттермелли площадкăсем 10.00 сехетре ӗçлеме пуçлаççӗ, ку вăхăтра диктант çырас текенсем регистраци иртеççӗ, диктант çырма бланк илеççӗ. 11.15 çултан пуçласа 11.30 сехетчен бланксене мӗнле тултармаллине ăнлантарса параççӗ. 11.30 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен открыти церемонийӗн трансляцийӗ иртет, 12.00 сехетре диктант пуçланать.
«Çӗнтерӳ диктантне» хутшăнас текенсен диктантпобеды.рф сайтра регистраци иртмелле.
Палăртса хăвармалла, 2021 çултан пуçласа 2024 çулччен «Çӗнтерӳ диктанчӗн» площадкисен шучӗ 317 таран ӳснине, хутшăнакансен шучӗ икӗ хут ӳссе 20 152 (10 394 пулнă) çитнине «Единая Россия» партин «Историческая память» проекчӗн координаторӗ, ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова пӗлтернӗ.
Акци сайтӗнчен тунă скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев