Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аслă çултисен кунӗ

Ваттисен кунӗ тесен, чăвашсем эпир тӳрех вилнисене асăнасси çинчен шутлама тытăнатпăр.

 

Паян Аслă çулти çынсен кунӗ. Ваттисен кунӗ тесен, темле аван мар. Чăвашсем эпир тӳрех вилнисене асăнасси çинчен шутлама тытăнатпăр.
Ялсемпе хуласенче çак кун пенсионерсене пухаççӗ. Концертсем кăтартаççӗ, хăналаççӗ тата ытти те. Ветерансен пӗрлешӗвӗсем уйрăмах хисепре.

Республика пуçлăхӗн пресс-служби пӗлетнӗ тăрăх, Рустам Минниханов паян «Тутарстан Республикин Ветерансен союзне» пырса çитме палăртнă. Кану центрне, хăйсен музейне кăтартнисӗр пуçне ватă çынсене ытларах мӗн хумхантарни çинчен каласа парӗç ăна ӗç ветеранӗсем.

Тутарстанра паянхи кун 3,8 млн çын пурăнать, вӗсенчен 986,6 пин çын пенси çулӗнчисем. Юлашки çичӗ çул хушшинче ватă çынсен шучӗ республикăра 18,7 процента ӳснӗ. Çын шучӗпе ку 155600 çын.

Çакă çынсем нумайрах пурăнма пуçланипе те, медицина шайӗ ӳссе пынипе те, Тутарстанра пурнăç условийӗсем лайăхланнипе те çыхăннă. Ахальтен мар, ватлăхне шăпах пирӗн республикăра ирттерес текенсем сахал мар.

    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев