Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Минтимер Шаймиева 85 çулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр!

Кăрлачăн 20-мӗшӗнче Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев 85 çул тултарчӗ. Минтимер Шариповича 85 çуллăх юбилейпе пӗтӗм чăвашсенчен ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей сунас килет. Канлӗ ватлăх тесе хушас килет те, анчах ӗçсӗр ларайманскере апла каласан пырать-ши? Çавăнпа ăна мӗн шутланине пурнăçлама вăй-хал, çирӗп сывлăх тата çемьепе çывăх çынсен чун ăшшине сунатпăр.

Пирӗн тăван республика аталанăвӗшӗн вăл мӗн чухлӗ тунине хакласа пӗтерме çук. Республикăра пурăнакансем çакна пӗлессе, хакласса, упрасса, аталантарасса шанас килет. Çак кун Минтимер Шариповича чи кирлине – сывлăх сунас килет.

Минтимер Шаймиев Раççей историйӗнче пӗлтерӗшлӗ те паллă вырăн йышăнать. Тутарстан Республикин çӗнӗ тапхăрти историйӗ те ун ячӗпе тачă çыхăннă. Ун команди тăрăшнипех Тутарстан суверенлă республика пулса тăрасси мирлӗ иртрӗ. Тӗрӗссипе республикăпа пӗрремӗш Президента пӗр-пӗринчен уйрăммăн хак пама та çук. Минтимер Шариповичăн кун-çулӗ республикăн шăпипе пӗр çыхăмра. 1991 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи январӗн 22-мӗшӗччен Президент должноçӗнче вăл Тутарстанăн пур енлӗ аталанăвӗшӗн ырми-канми ӗçлерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев