Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ÇĂВАРНИ ЭРНИ ПУÇЛАНЧӖ

Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ.

 

Çăварни эрнин малтанхи вырсарни кунне аслă çăварни тенĕ, ун хыççăнхи тунти кунпа ытлари куна та аслă çăварни шутне кĕртнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарнине кĕçĕн çăварни тенĕ, ун умĕнхи эрне кунпа шăмат кун та кĕçĕн çăварни шутне кĕрсе кайнă. Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Тăвайккинчен чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парнесем панă: мăйăр, пĕремĕк, вăрă т.ыт.те. Çав ачан алли çăмăл тесе шутланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçласа пама та ăнах хушнă. Çăварни кун вара тăвайкки шавласа, кĕрлесе кăна тăнă.

Ĕлĕк çăварни Мăнкун типпине тухас умĕн пĕр эрне  пынă. Малтанхи вырсарникунран шăматкунччен кашни кун хĕрсемпе каччăсем, ачи-пăчи каçалапа тăвайккинче çунашкасемпе ярăннă. Çăварнин юлашки кунĕнче, вырсарни кун, лашасем кӳлсе каччăсем хĕрсене капăр çунасем çине лартса çăварни чупнă. Вĕсем урăх ялсене те кайнă. Каччисен е хĕрĕсен хурăнташĕсем патне кĕрсе юрласа, ташласа савăннă. Çавăн пекех ача-пăча та çăварни чупса савăннă.

(В. Александрова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество