Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăваш наци конгресӗн активӗ элтепер тивӗçӗсене пурнăçлаканпа тӗлпулчӗ

Чăваш Республикикнче суйлав кампанийӗ аталанса пынине шута илсен, тӗлпулу сăлтавне ăнлантарма пулать, çапах та калаçу ытларах чăвашлăха малалла ярасси пирки пычӗ

Шупашкарти Наци музейӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Олег Николаевпа Чăваш наци конгресӗн хастарӗсем тӗлпулчӗç. Çулсем енчен пăхсан залра ытларах самоизоляци режимне пăсакансем пулчӗç пулин те, тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, нумайăшӗ маскăпаччӗ. Ку залтисем. Президумра вара Олег Николаевпа пӗрле ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗ Роза Лизакова, Федераллă Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Леонид Черкесов, ЧР Пуçлăхӗн Аппарачӗн ертӳçи Вячеслав Борисов ларчӗç. Каласа хăвармалла, канашлура вырăсла калаçакансем пулмарӗç.  
Чăваш Республикикнче суйлав кампанийӗ аталанса пынине шута илсен, тӗлпулу сăлтавне ăнлантарма пулать, çапах та калаçу ытларах чăвашлăха малалла ярасси пирки пычӗ.


Олег Николаева та ытти чăвашсене канăç паман ыйтусем хумхантарни унăн пӗрремӗш сăмахӗсенченех сисӗнчӗ. Вăл ытти чăваш хастарӗсемпе пӗр пек шухăшлани – пысăк пӗлтерӗшлӗ. Апла-тăк мӗн-тӗр улшăнас шанăç пур. «Чăваш чӗлхи пирӗн пурнăçра анлăланса пытăр тесе тăрăшмалла, – терӗ ЧР ертӳçи. Вăл «Яндекс-куçаруçăра» чăвашла ярăм йӗркелекенсен ӗçне пысăка хурса хакларӗ: «Пирӗн тумалли ӗçсем нумай. Вӗсене пурнăçлас тесен пирӗн хамăр шухăшсене тӗплӗн сӳсе явса, тен, тепӗр чух кăшт тавлашса та, анчах кирлӗ йышăнусем туса çанă тавăрса ӗçлемелле. Ун чух, паллах, пирӗн тӗллевсем хăвăртах пурнăçланма пултараççӗ.»  

Пуçлăх тивӗçӗсене пурнăçлакан влаç республикăри тӗп общество организацийӗпе диалог йӗркелеме хатӗррине пӗлтернӗ хыççăн пухăва килнӗ çынсем те хăйсене ирӗклӗрех туйнă пек туйăнчӗ.
Николай Угаслов Конгресăн тахçанхи планӗсем пирки каларӗ. Вăрçă вăхăтӗнче Крымра пуçӗсене хунă чăваш салтакӗсене асăнса лартмалли палăк хатӗрри çинчен пӗлтерчӗ вăл. Анчах та Севастопль ертӳçисем ăна лартма çӗр уйăрса пама васкаманни çак паллă пулăма кайран кая хăварса пырать. Ку ыйту патне суйлавсем хыççăн тепре таврăнса канашлама сӗнчӗ Конгрес президенчӗ.

Анатолий Кипеч çыравçă каланă сăмахсем шухăша ячӗç. «Эпир Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур пулатпăр!» сăмахӗсене каласа хавхаланма хăнăхнă. Пулни пирки пирӗн иккӗленӳ çук. Пурри пирки ман сирӗн умăрта ыйту лартас килет: Ăçта пур эпир? Шупашкар хула администрацийӗнче пур-и эпир? Çук. Мӗн тăвас тенӗ, çавна тăваççӗ. Мӗнле палăксемпе пире тăрăнтараççӗ. Хӗрлӗ лапамра чăвашлăх çук. Чăваш хушпăвне Африка хӗрарăмӗн пуçӗ çине тăхăнтартса кăларса лартнă. Мăкăллани мар-и çакă? Патшалăх Канашӗнче пур-и эпир?

Пур пулсан мӗншӗн Конституцирен «патшалăх» сăмаха никампа калаçмасăр кăларса пăрахнă? Çапла шутласа пăхатăн-та, хамăр çуккине, сахаллине асăрхатăн. Пулатпăр сăмах пирки иккӗленӳ пысăк. Ӗçлемесен, тăрăшмасан – пулмасть. Пур халăх та тапаçланать, кӗрешет. Пирӗн те тăрăшмалла.» Анатолий Ильич Шупашкар масарӗнче выртакан паллă çынсен вилтăприсем илемсӗрленни, вӗсене пăхса тăманни çинчен аса илтерчӗ пуçлăхсене, экономикăна аталантарасси пирки сӗнӳсем пачӗ.

Виталий Станьял пухура малти ретре ларчӗ. Тӗлпулăва чӗннисен малтанхи списокӗнче унăн хушамачӗ те пулман иккен, ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă медале илме тăратнă списокра та. Мӗнле-ха Конгреса никӗселекенсенчен пӗрне çапла уйăрса хăварма пулать? Юрать-ха çивӗч куçлă çынсем ку тӗрӗсмарлăха тӳрлетнӗ. Эпир кун çинчен пуху вӗçленсен кăна пӗлтӗмӗр. Кирек хăш влаçа та юрама тăрăшакан хамелеон калтисем вара унта çителӗклӗччӗ. Станьял ун пек мар, вăл тӗрӗслӗхе чурана та, патшана та – пӗр пек – куçран пăхса калать. Тен çавăнпах йышăнаймаççӗ те ăна мулкач чӗреллисем. Хăйӗн сăмахӗнче те шурсухал тӳрӗрен сăтăрчӗ:

«Пуçлăх пулма çăмăл мар. Пуçлăхăн шăлма та пӗлмелле, татма та пӗлмелле. Эпӗ паян савăнтăм. Эсӗ, Олег Алексеевич, халӗ те малтанхи пекех, Мускава кайса улпутланса кайман. Ку шанчăк парать.

Кипеч калать, «Чăваш халăхӗ çук, халăха пулăшмастпăр...» тата ытти те. Халăхӗ пур. Халăха пулăшмалла мар, халăха итлемелле. Халăха кирлине тумалла. Халăх пире пулăшать. Халăх пире тытса тăрать.

Олег Мустаев чăвашсен наци политикин аталанăвӗн комплекслă программине йышăнма кирли пирки аса илтерчӗ.

Ытти калаçакансем наци конгресӗн пӗлтерӗшне пысăка хурса хакланисӗр пуçне ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыраканран ӗç илсе пыма нухрат ыйтнипе асра юлчӗç. Тӗлӗнтереççӗ. Енчен те укçа тупма пултараймастăн пулсан, мӗн тума эсӗ çак организацийӗнче вице-президент вырăнне йышăнса тăратăн?  
Юлашкинчен Олег Николаев Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейне халалланă медальсене Конгрес пайташӗсене пачӗ. Вӗсен шутӗнче Николай Лукьянов, Федор Мадуров, Олег Мустаев тата ыттисем пулни пире те савăнтарчӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев