Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӗмпӗрте чӑваш ачисем сике-сике ташлаҫҫӗ

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ун чухлӗ ачана Акатуйра та кураймастӑн. 

Паян Чӗмпӗрте "Чӑваш ачи, сассуна пар!" ачасен пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Унта Ульяновск облаҫӗнчи 36 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Чӑвашсем пурӑнакан 16 районтан тата облаҫӑн шӗкӗр хулинчи коллективсем куракансене тата жюрине тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ун чухлӗ ачана Акатуйра та кураймастӑн.

Ҫакӑ Чӗмпӗр чӑвашӗсем икӗ фестивале пӗрлештернипе пулса иртнӗ. Маларах кӗҫӗннисен "Пӗчӗк путене" пултарулӑх фестивалӗ уйрӑм иртнӗ пулнӑ, халӗ "Чӑваш ачи, сассуна пар" фестивальпе пӗрле. 

Ачасен юрӑ-ташӑ уявӗнче аслӑраххисем кӗҫӗнреххисене мастер-класс кӑтартнӑ. Сцена ҫине мӗнле тухмаллине, кӗмеллине, микрофон епле тытмаллине тата ытти те. 

Мӗн калӑн, чӗмпӗрсен, уйрӑмах унти Туслӑх Ҫурчӗн ӗҫӗ куҫ умӗнче. Маттурсем! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев