Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӗмпӗрте ыран пысăк пӗлтерӗшлӗ уяв

Калама кăна çăмăл «Канаш» вулатăп, «Еткер» пăхатăп тесе. Çак ятсен, кăларăмсен хыçӗнче темӗн чухлӗ куçа курăнман кăткăс ӗç.

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Чӗмпӗрти «Губернаторский» Культура керменӗнче Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» хаçат тата «Еткер» телекăларăм тухма пуçлнине 30 çул çитнине халалланă уяв пулать. Вӗсем инçетри 1989 çулта тухма пуçланă. «Еткерӗн» пӗрремӗш кăларăмӗсене иккӗмӗш каналпа курни халӗ те куç умӗнче. Тӗрлӗ тӗслӗ телевизорсем те ун чухне кашни килӗре пулман пулӗ, анчах та Чӗмпӗр таврашӗнчи чăваш халăхӗ вӗсене курасшăн питӗ туртăнатчӗ, кашни кăларăма чăтăмсăррăн кӗтетчӗ. 
«Канаш» хаçат та çавăн пекех, чăвашсен наци аталанăвне тӗпе хурса илсе пыма тытăнчӗ хăй ӗçне. Хӗрӳ дискуссисем хускатрӗ вăл халăх малашлăхӗ пирки пăшăрханакансем хушшинче. Халӗ ӗнтӗ пур старницине те тӗрлӗ тӗспе пичетлесе вулакансене савăнтарать. 
Мухтав çак редакцисенче ӗçлекенсене, маларах ӗçленисене, пичетпе эфир ветеранӗсене! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев