Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çырăнтарассипе «Сувар» мала тухнă

Çавăнпа та ăна çырăнмасан, чăвашсенчен уйрăлнă пек туйăнать.

Тутарстанри республика хаçачӗсен хушшинче çырăнтарассипе «Сувар» малта пырать. Çакăн çинчен иртнӗ юнкун «Татмедиа» Агентствон канашлăвӗнче пӗлтерчӗç. 
Çырăнтару декади вăхăтӗнче хаксем йӳнӗ пулни çеç хистемен вулакансене юратнă хаçатлă пулса тăмашкăн. 
– «Сувар» хаçатăн хăйӗн пичӗ пур, хăйӗн сăмахӗ, шухăшӗ – тесе каларӗç пире Çӗпрел районӗнчи ентешсем. – Ытти хаçатсенче пӗрешкел информаци, «Суварта» чăвашсен пурнăçӗ. Хамăр республикăри кăна мар, ытти çӗрсенчи те. Çавăнпа та ăна çырăнмасан, чăвашсенчен уйрăлнă пек туйăнать. 
Нумай пулмасть Хусанти филармонире иртнӗ концертра та ентешсем хаçата черет тăрса çырăнчӗç.
Çырăнтару малалла пырать. Декабрӗн вӗçӗчченех тăсăлать кампани. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев