Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Елена Васильевна КОЖЕМАНОВĂНА юбилейпе!

Кăрлачăн 27-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Елена Васильевна КОЖЕМАНОВА юбилейне паллă турӗ. Хисеплӗ ӗçтешӗмӗр тата çывăх юлташăмăр 50 çул тултарчӗ.

Сана çавра çулпа чун-чӗререн саламлатпăр, вăрăм ӗмӗр, çемьере килӗшӳ, ӗçре çитӗнӳсем, вăй-хал сунатпăр. Мӗн шутланисем пурнăçланса пыччăр. Çывăх çынсен юратăвӗ яланах хавхалану кӳтӗр. Чунупа хальхи пекех çамрăк пул. Телейпе, сывлăхпа тăван кил ăшшине упраса пурăн.
Савса юрлатăр шăпчăк юрă.
Хӗвел лăпкатăр шевлипе.
Илемлӗ пултăр пурнăç çулӗ,
Ан туйсам эс çулсем иртнине.
Ольга Пименова, Татьяна Бульбова,
Любовь Гаврилова тата Елена Алексеева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев