Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Эпир сире изумруд​ туйпа ăшшăн саламлатпăр!

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне

 Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Лидия Ивановнăпа Владимир Леонтьевич ОХОТНИКОВСЕМ çемье çавăрнăранпа январӗн 28-мӗшӗнче 55 çул çитет. Юратнă çыннăмăрсем! Эпир сире изумруд​ туйпа ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр. Ан чирлӗр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. Эсир пурри пирӗншӗн пысăк телей!

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,
Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.
​ Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X