Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшин журналистсене сывлăх сунать

Хирӗçле информацин юхăмӗ хăш чух пулса иртекен процессене ăнланма кансӗрлет. Çавăнпа та пулса иртнине тӗрӗс хаклама, «фейксене» сирме пӗлнинче, информацие тӗллевлӗ аудитори патне çитерме пултарнинче – журналистăн чи пысăк профессионализмӗ

Хисеплӗ юлташсем!

Сире Тутарстан Республикин Пичет кунӗпе чунтан саламлатăп!

Çак професси уявне Тутарстанăн Патшалăх Канашӗ 1998 çулта çирӗплетнӗ, вăл тӗрлӗ профессисенче тăрăшакан журналистсене пӗрлештерет: фотокорреспондентсене, редакторсене, блогерсене, издательсемпе полиграфистсене, пичет продукцине салатакансене, интерентра çыракансене. Çак çынсем хăйсен ӗçӗпе пирӗн республикăра пӗрлехи информаци уçлăхне йӗркелеççӗ, ку вăл граждансен конституципе парăннă тӗп ирӗкӗсенчен пӗри – сăмах ирӗклӗхӗ. Ку пирӗн пурин те – миллионшар вулаканăн та уявӗ.

Республикăра, пӗтӗмӗшле Раççейри пекех, массăллă хыпар хатӗрӗсем информаци çăлукçӗ çеç пулма пăрахнă. Мӗншӗн тесен журналистсем кун-çула сăнлакансем çеç мар, нумай чухне ăна хунакансем те. Çынсен кăмăлӗсем çине пысăк витӗм кӳрсе кун повесткине йӗркелекенсем.  

Тутарстанри медиа-пӗрлӗх яланах  информацие обьективлă панипе, активлă граждан позицийӗпе уйрăлса тăратчӗç. Çакăн çинчен республикăри хыпар хатӗрӗсене цитатăлас рейтинг çӳллӗ шайра пулни калать.

Республикăри прессăн пуян историйӗ тата ӗмӗрхи йăлисем. Хаçатсемпе журналсен, вебсайтсемпе соцсетьсен старницисем çинче çӗр çулхи республикăн тӗп тапхăрӗсем палăрнипе çеç мар, вӗсене тӗрлӗ вăхăтăн сывлăшӗ кӗрсе юлать. Пичет журналистикинче яланаӳ пултаруллă, талантлă, сӳрӗк мар çынсем тăрăшнă. Вӗсен хушшинче паллă çыравçăсем, поэтсем, драматургсем. Çавăнпа та Пичет сăмахне шанаççӗ, журналист профессине хисеплеççӗ. Журналист ăсталăхне вӗренсе пыракансем те хăйсен ырă ятне упрасса, ӗç репутацине хакласа, тиражсемпе «кликбейтсем» хыççăн чупса вăхăт тӗрӗсленӗ профессири ырă йăласене ан манччăр.

Коронавирус пандемии пурнăçа улăштарнă вăхăтра çакă уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Экономикăн чылай отраслӗ, обществăлла пурнăç, çав шутра хыпар хатӗрӗсем те турбулентность зонине лекрӗç. Хыпарсене çитерес форматсемпе оперативлăх улшăнать. Хирӗçле информацин юхăмӗ хăш чух пулса иртекен процессене ăнланма кансӗрлет. Çавăнпа та пулса иртнине тӗрӗс хаклама, «фейксене» сирме пӗлнинче, информацие тӗллевлӗ аудитори патне çитерме пултарнинче – журналистăн чи пысăк профессионализмӗ.

Хисеплӗ ӗçтешсем! Сирӗн професси уявӗн кунӗнче пӗрлехи ӗçшӗн, масштаблă проектсене информаципе тивӗçтернӗшӗн чӗререн тав тăватăп. Сире тата çывăх çыннăрсене çирӗп сывлăх, çӗнӗ çитӗнӳсем сунатăп!  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев