Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Фестивальте çӗнтерекенсене çур миллион тенкӗ преми параççӗ

Тепӗр хаваслă самант. «Наше время - Безнең заман» фестивальте 45 çул тултариччен хутшăнма юрать. Маларах чи аслă хутшăнаканăн 41 çулта кăна пулмалла пулнă.

 

Республикăри ӗçлекен çамрăксен «Наше время – Пирӗн самана» телевидени фестивалӗ 2013 çулта ТР Президенчӗн тӗревӗпе йӗркеленсе кайнă. Ăна пурнăçа кӗртекенӗ – «Созвездие-Йолдызлык» общество организацийӗ.


Нумай пулмасть ТР вице-премьерӗ Альберт Каримов фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн канашлăвне онлайн меслетпе ирттернӗ.

Кăçал «Пирӗн самана» тата анлăрах иртмелле. Аса илтеретпӗр, заявкăсене июлӗн 1-мӗшӗнче йышăнма тытăннă. Унта ПАО «КАМАЗ», АО «Аммоний», С.П.Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци завочӗ, «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» ГБУ, Мамадыш районӗн вӗрентӳ уйрăмӗ тата уйрăм юрлакансем кăçалхи фестивале хутшăнасси паллă.

Çӗнтерекенсемпе лауреатсем дипломсемпе кубоксем илнисӗр пуçне укçа премийӗсене те тивӗçӗн. Сăмах май, Гран-при çӗнсе илекенсене çур миллион тенкӗлӗх укçа премийӗ кӗтет.   

Кăçал фестивале йӗркелекенсем уйрăм приз хатӗрлеççӗ «Пирӗн самана» паттăрӗсем» ятлă вăл. Ăна сасăсем пухса Гран-при илекенсемпе танлашнă номинанта парӗç. Ку призăн премийӗ – 300 пин тенкӗ.  
Тепӗр хаваслă самант. «Наше время - Безнең заман» фестивальте 45 çул тултариччен хутшăнма юрать. Маларах чи аслă хутшăнаканăн 41 çулта кăна пулмалла пулнă.  

Мӗн пур зонăри турсем тата гала-концертсем ТНВ каналпа трансляциленӗç.

Фестивале хутшăнмали заявкăсене http://www.bzzm.ru/ сайта кӗрсе пама пулать. Вӗсене 2020 çулхи сентябрӗн 25-мӗшӗччен йышнаççӗ. Фестивалӗн суйлав турӗсем 2020 çулхи октябрьпе ноябрь уйăхӗсенче  Анат Кама, Элмет, Ешӗлвар, Хусан хулисенче иртӗç. Гала-концерт Хусанта пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев