Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Галина Ивановна МУЛЛИНА 90 çул тултарчӗ

Элкел районӗнчи Кивӗ Хăрата ялӗнче пурăнакан Галина Ивановна МУЛЛИНА февралӗн 2-мӗшӗнче 90 çул тултарчӗ

Хаклă çыннăмăра  сумлă юбилейпе ăшшăн саламлатпăр! Хаклăран та хаклă анне, кукамай, асанне, çӗр çинче санран ырăрах, кăмăллăрах çын çук пирӗншӗн! Сана уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей сунатпăр. Эс пирӗншӗн шанчăклă пулăшакан, канаш паракан. Пурăнан пурнăçри кашни кун сана телей те савăнăç парнелетӗр. 

Юратнă çыннăмăр эс пирӗн,

Эс хаклă пирӗншӗн темрен.

Телейлӗ пурăн ӗмӗр-ӗмӗр,

Мухтав сана чун-чӗререн! 

Ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем, Пыльчиковсен çемйи, çывăх тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев