Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Геннадий Иванович 75 çул тултарчĕ

Хаклăран та хаклă çыннăмăр, Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Геннадий Иванович АЛЕКСАНДРОВ октябрӗн 4-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.

Эпир ăна çак сумлă юбилей ячӗпе чӗререн саламласа хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр. Аннепе Александра Васильевнăпа пӗрле сывлăхпа тата нумай-нумай çул шăкăл-шăкăл пурăнмалла пултăр. Эпир, ачăрсемпе мăнукăрсем, сирӗн пата килсе савăнтарсах тăрăпăр. Тăван кил ăшши эсир пуррипе нихăçан та ан сӳнтӗрччӗ. 

Çак уяв кунхине мӗн калар-ши сана?

Çирӗп сывлăхлă пул ӗмӗрне, яланах.

Нумайран та нумай пурăн çут тӗнчере,

Эс пурри çав тери, питӗ кирлӗ пире!

Ывăлӗ Игорь, хӗрӗ Наталья, кинӗсем Татьяна тата Наталья, кӗрӳшӗ Владимир, мăнукӗсем – Алексей, Артем, Лена, Лера, Данил, Саша тата Вика, кӗçӗн мăнукӗ Платон.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей