Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Хорло» фильма мартăн 23-мӗшӗнче кăтартаççӗ!

Хусанта Тӗрӗк киновӗн халăхсем хушшинчи фестивалӗ пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Аса илтеретпӗр, Раççейре вăл пӗрремӗш хут иртет. Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта пулать. Унта Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан тата паллах, Раççейри регионсем: Тутарстан, Пушкăртстан, Якути, Хакас, Чăваш Ен кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ. Чăваш Енрен кинофестивале Марат Никитин режиссерăн «Хорло» драми хутшăннине...

Хусанта Тӗрӗк киновӗн халăхсем хушшинчи фестивалӗ пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Аса илтеретпӗр, Раççейре вăл пӗрремӗш хут иртет. Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта пулать. Унта Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан тата паллах, Раççейри регионсем: Тутарстан, Пушкăртстан, Якути, Хакас, Чăваш Ен кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ.

Чăваш Енрен кинофестивале Марат Никитин режиссерăн «Хорло» драми хутшăннине хыпарланăччӗ ӗнтӗ. Ăçта тата хăçан кăтартни кăна паллă марччӗ. Туссем, савăнса пӗлтертпӗр: фильма мартăн 23-мӗшӗнче Хусанти «Мир» кинотеатрта кăтартаççӗ.Тӗп рольсене Дмитрий Кузьмин (Чулхула), Рузалия Зайнуллина (Хусан), Акылбек Мураталиев (Мускав) выляççӗ. Çаплах Шупашкар артисчӗсем Дмитрий Михайловпа Олег Вунберов та ӳкерӗннӗ. Драма пӗчченçи пурăнакан Хорло хӗрпе унăн кукашшӗ çинчен.

Фильм кăнтăрла 11-12.45 сехетре пулать. Куракансен çаплах картинăн режиссерӗпе Марат Никитинпа хăйпе курса калаçма та май пур, режиссер тӗлпулăва ятарласа килет. Тӗрӗк кинофестивалӗн уйрăмлӗхӗ - нимӗнле преми те паманни. Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсем тăрăх, тӗп преми - тулли зал. Хусан чăвашӗсем тата хăнасем, курма килӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X