Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Илпек Микулайне Европа палăк лартать

Кириллицăна халалланă тӗнчери пӗртен-пӗр музей Болгарири Плиска хулинче вырнаçнă. «Кириллица картишӗ» тесе ят панă ăна йӗркелӳçи Карен Алексанян. Унта кириллицăпа усă куракан халăхсен çыравçисен аллейи те пур. Тӗнчипе паллă 80 çыравçăн палăкӗ йышӗнче çывăх вăхăтра чăваш литература классикӗн Илпек Микулайӗн бюсчӗ те тивӗçлӗ вырăн йышăнӗ. Бюста Карен Алексанян укçи-тенкипе чăваш...

Кириллицăна халалланă тӗнчери пӗртен-пӗр музей Болгарири Плиска хулинче вырнаçнă. «Кириллица картишӗ» тесе ят панă ăна йӗркелӳçи Карен Алексанян. Унта кириллицăпа усă куракан халăхсен çыравçисен аллейи те пур. Тӗнчипе паллă 80 çыравçăн палăкӗ йышӗнче çывăх вăхăтра чăваш литература классикӗн Илпек Микулайӗн бюсчӗ те тивӗçлӗ вырăн йышăнӗ. Бюста Карен Алексанян укçи-тенкипе чăваш скульпторӗ Николай Кондрашкин хатӗрленӗ те ӗнтӗ.

Анчах та Болгарие бюста илсе çитерме инçе кăна мар, кансӗр те, мӗншӗн тесен таможня урлă иртмелле. Çавăнпа та Карен Алексанян нумай пулмасть ЧР Пуçлăхӗ М.Игнатьев патне çырупа тухса бюста Болгарие илсе çитерме тата таможня тӗрӗслевне иртме пулăшма ыйтнă. «Кириллица картишӗн» йӗркелӳçи культурăпа истори комплексӗнче Илпек Микулайӗн бюстне май уйăхӗн 11-мӗшӗнче уçма хатӗрленнине те пӗлтернӗ, çак мешехене М.Игнатьева хутшăнма йыхравланă.Çапла майпа «Кириллица картишӗнче» чăваш литературипе пӗрлех чăваш скульпторӗсен ăсталăхне те кăтартасшăн вăл.

(Н.Кондрашкин сăнӳкерчӗкӗнче Илпек Микулайӗн Плиска хулинчи музей валли хатӗрленӗ бюсчӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев