Сувар

г. Казань

Саламлатпăр!

Ирина Федоровна ТРИФОНОВĂНА юбилей ячӗпе!

Ырă кăмăллă, пирӗншӗн чи хаклă тăванăмăра, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта пурăнакан, Тутарстан Республикинчи чăвашсен «Сувар» хаçатне ертсе пыракан Ирина Федоровна ТРИФОНОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!

Кашни кунпа туллин савăнса пурăнма пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Сывлăху яланах çирӗп пултăр, çемьере килӗшӳпе юрату хуçалантăр, ӗçре яланах ăнăçу пултăр, кӗреке тулли тус-тăван савăнтарса тăтăр. Творчество ӗçӗнче малашне те çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума Турă пулăштăр. Мӗн шутлани яланах пурнăçланса пытăр. Çӗр çинче мӗнпур ырри, мӗнпур чуна çывăххи йăлтах пиртен сан валли хаклă парне пултăр. Эпир сана юрататпăр, эс пурришӗн савăнатпăр, санпа мухтанатпăр.

Леонтьевсен, Мутинсен, Колпаковсен, Мокшинсен, 

Бердниковсен çемйисем, ытти çывăх тăванӗсем.

* * *

Çут тӗнчери чи хаклă та юратнă йăмăка, ырă кăмăллă хăйматлăх аннене – «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Федоровна ТРИФОНОВĂНА апрелӗн 3-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатпăр! Сана уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей сунатпăр. Санра ӗçченлӗхпе вашаватлăх, теветкеллӗх, чун илемӗпе кăмăл пуянлăхӗ, çын хушшинчи хисеп нихăçан та ан иксӗлччӗр. Турă панă кашни кунпа савăнса ирттер. Ан чирле, ан ватăл, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăн. Пӗр аллунта – ырлăх, тепринче – пурлăх, вӗсене тытса пурăнма çирӗп сывлăх пултăр. Тăванлăх ăшши сирӗнте упрантăр. 

Саншăн çуталтăр илемлӗ çут çăлтăр,

Саншăн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел.

Савăк сар кайăк çӗн юрă çураттăр,

Ырлăх, телей кӳтӗр çак юбилей!

Эпир санпа мухтанатпăр!

Салампа Шупашкарта пурăнакан

 Репинсен пысăк çемйи.

* * *

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ хисеплӗ ентешӗмӗре Ирина Федоровна ТРИФОНОВĂНА 45 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, республикăри чăвашсемшӗн малашне те пысăк ӗçсем тума çирӗп вăй-хал, хавхалану сунатпăр. Ӗçӗрсем ялан ăнса пыччăр, шухăшлани Турă пулăшнипе пурнăçлансах пытăр. Çӗр çинчи пӗтӗм ырлăха сунатпăр сире, хаклă ентешӗмӗр! Эпир сирӗнпе питӗ мăнаçланатпăр. Малашне те çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тумалла пултăр. 

Хулаçырми ял хутлăхӗн администрацийӗн, вăтам шкулпа ача сачӗн ӗçченӗсем, ял-йыш.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Шамаршасенчен---херулле салам !!! Яланах маттур пул . сар хевел пек йал-йал кул !!!