Сувар

«Казань-Арена» стадиона «симӗс» сертификат

Мартăн 13-мӗшӗнче Хусанти «Хусан ярмăркки» курав центрӗнче иртнӗ «Экологипе энергоресурсоэффективлăх» çавра сӗтелте «Казань-Арена» экологи стандарчӗсене пур енчен те тивӗçтернине палăртса «РУСО. Футол стадионӗсем» сертификатпа чысланă. Çак сертификат спорт объекчӗ энергие, ресурса перекетленине, çӳп-çапа тирпейлес тата общественноçа хыпарлас енӗпе халăхсем хушшинчи аталану принципне тӳр килнине çирӗплетет. Комисси документацие кăна мар, стадиона...

Мартăн 13-мӗшӗнче Хусанти «Хусан ярмăркки» курав центрӗнче иртнӗ «Экологипе энергоресурсоэффективлăх» çавра сӗтелте «Казань-Арена» экологи стандарчӗсене пур енчен те тивӗçтернине палăртса «РУСО. Футол стадионӗсем» сертификатпа чысланă.

Çак сертификат спорт объекчӗ энергие, ресурса перекетленине, çӳп-çапа тирпейлес тата общественноçа хыпарлас енӗпе халăхсем хушшинчи аталану принципне тӳр килнине çирӗплетет. Комисси документацие кăна мар, стадиона мӗнле пăхса тăнине, электроэнергипе, шывпа, ăшăпа мӗнле усă курнине, перекетленине, сывлăх енчен çирӗпех маррисем унта чăрмавсăрах кӗме пултарнине тата ыттине те пăхнă. Сăмах май, тавралăха вараласран сыхлакан «симӗс» стандартсене стадионăн проектне хатӗрленӗ чухнех шута илнӗ-мӗн.

Çакна ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков та палăртнă, вăл каланă тăрăх стадион шăпах «симӗс» технологисемпе усă курни тавралăха сиен кӳрессинчен сыхлать те. «Симӗс строительствăн наци центрӗн» представителӗ Дмитрий Капко сăмахӗсемпе, «Казань-Арена» çӗршывра «РУСО. Футол стадионӗсем» Раççей стандарчӗн сертификатане тивӗçнӗ - пӗрремӗш, «симӗс» сертификата илнӗ иккӗмӗш стадион.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: