Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хаклă çыннăмăр Ирина Артемьевна АКУЛИНИНА нарăс уйăхӗн 6-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ

Саншăн çутаттăр илемлӗ çут çалтăр, Саншăн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел. Савăк сар кайăк çӗн юрă çураттăр, Ырлăх, телей кӳтӗр çак юбилей

  Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче пурăнакан юратнă тантăш тата фельдшер, хаклă çыннăмăр Ирина Артемьевна АКУЛИНИНА нарăс уйăхӗн 6-мӗшӗнче 50 çул тултарать. Ан чирле, ан ватăл нихăçан, пул хаваслă, кăмăллă ялан. Ăшшуна паратăн-çке чунтан, эсӗ хаклă пире ылтăнран. Юман пек çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпăр.

Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан та,
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан.
Пул сывлăхлă ялан, çапла пулсассăн
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Саншăн çутаттăр илемлӗ çут çалтăр,
Саншăн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел.
Савăк сар кайăк çӗн юрă çураттăр,
Ырлăх, телей кӳтӗр çак юбилей.
Амăшӗ, упăшки Геннадий, хӗрӗ Линда, ывăлӗ Филипп çемйипе, пиччӗшӗ Андрей çемйипе, йăмăкӗ Марина çемйипе, пӗтӗм тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев