Сувар

Хальхи вăхăтра 44 тенкӗ те перекет

Ытти чухне çур çула çырăнасси 630 тенкӗ тăрать, декада вăхăтӗнче 44 тенке йӳнерех

Хаклă вулаканăмăрсем, васкăр! Çырăнтару декади пуçланать! Декабрӗн 2 –12-мӗшӗсенче «Сувар» хаçата 2020 çулăн пӗрремӗш çур çулне йӳнерех хакпа – 586 тенкӗ те 92 пуспа çырăнма пулать. Хăвăр та çырăнăр, тус-тăванăрсене те пӗлтерӗр.

«Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин https://podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. Тутарстанра республика шайӗнче тухса тăракан пӗртен-пӗр чăваш кăларăмӗсӗр пӗр чăваш çемйи те ан юлтăрччӗ.

«Сувар» çырăнакансен хушшинче ку çырăнтару кампанийӗнче те редакци квитанцисемпе шăпа ярса хаклă парнесем вылянтарать. Тӗп парне планшет пулать хальхинче. Ытти парнесем те унран япăх пулмӗç. Çавăнпа та, хисеплӗ вулакансем, «Сувара» çырăнăр та квитанцисене (е копийӗсене) редакцие ярса парăр. Хăвăрăн ятăр-хушаматăра, тулли адресăра, телефон номерне палăртма ан манăр. Квитанцисене почта урлă çырупа та, электронлă адреспа та яма юрать. Кӗтетпӗр!

«Сувар» хаçат индексӗ Тутарстанра П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче П7093.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: