Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хисеплӗ ентешсем тата ытти çӗрте пурăнакан чăвашсем!

«Сувар» хаçата çырăнса илме питӗ ансат, çывăхри почта уйрăмӗпе çеç çыхăнмалла. Тутарстанри индекс – П2340, Раççей регионӗсенче – П7093.

Самана пирӗн халăх умне çӗнӗрен те çӗнӗ тӗрӗслевсем кăларса тăратать. Çакăн çинчен нумайăшӗ шутламастпăр та, анчах пирӗн тăван чӗлхе пӗтес патне çитсе пырать. Тăван чӗлхепе усă курма чарăнсан – унпа шухăшламасан, калаçмасан, вуламасан, çырмасан – вăл кирлӗ мара тухать, ун вырăнне урăх чӗлхе йышăнать. Ачасемпе тăван чӗлхепе калаçманни, вӗсене ăна вӗрентменни чӗлхене пӗтерекен чи пысăк хăрушлăхсенчен пӗри. Халӗ мӗн пулса иртнине эсир каламасăрах пӗлетӗр: ялсенче те чăваш ачисем хăйсен чӗлхипе пуплесшӗн мар.

Çакă глобализаци витӗмӗ чӗлхене аталантаракан хатӗрсене вăйсăрлатса пынипе пулса иртет. Калăпăр, чăвашла кӗнекесем çителӗксӗр, хаçат-журналсем хаклă. Радиовне итлеме хӗн, телевиденине те укçа тӳлесен çеç курма пулать. Çамрăксем кăмăллакан Интернетра та чăвашла çырни нумаях мар.
Кун пек чухне чăваш чӗлхине сыхласа хăварас тесен мӗн тумалла-ха? Хамăр тумсене тăхăнса фольклор ушкăнӗсенче чăвашла юрласа ташлани питӗ аван япала, анчах вăл кăна çителӗксӗр. Пирӗн хамăр чӗлхене хӳтӗлекен механизмсене тӗрев памалла. Вӗсем вăйлă пулсан, çынсен урăх чӗлхепе усă курасси çине куçасси пирки те шутламӗç. Çапах мӗн хӳтӗлет-ха чӗлхене?

Тутарстанра чăваш чӗлхине «Сувар» хаçат хӳтӗлет. Ак ӗнтӗ 25 çул вăл республикăри тата ун тулашӗнчи чăвашсене хамăр чӗлхепе хыпар пӗлтерет. Кашни эрне вӗçӗнче пирӗн хаçата чăваш çемйисенче чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, 1-мӗш страницăран пуçласа 12-мӗш таранччен юратса вулаççӗ.

«Сувар» хаçат чӗлхе хӳттинче тăрать. Анчах ăна халăх тӗревӗ кирлӗ. Хаçата çынсем вуламасан, унăн ӗçӗ хӗсӗнет. Çавăнпа сире çак пичет кăларăмне çырăнса илме ыйтатпăр. Вăл килӗрте пулсан эсир Раççейри чăвашсен хыпарӗсене вуласа-пӗлсе тăратăр, тӗрлӗ калав-сăвă, паллă чăвашсемпе интервьюсем «Суварта» тăтăшах пичетленеççӗ. Хăвăр тăрăхри чăвашсен ӗçӗсем çинчен çырса парас килсен, эпир хаваспах йышăнăпăр сиртен хыпарсене.

«Сувар» хаçата çырăнса илме питӗ ансат, çывăхри почта уйрăмӗпе çеç çыхăнмалла. Тутарстанри индекс – П2340, Раççей регионӗсенче – П7093. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка