Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хитре те чӑваш Уявӗ!

Ваттисем йăла-йӗркене пӗлсе, пӗлтерӗшне пăсмасăр туса ирттереççӗ

Чăваш халăхӗ йăла-йӗрке, фольклор енчен тӗлӗнмелле пуян халăх. Туй тумалла-и, салтак ăсатмалла е çӗр ӗçне пуçăнмалла, ача çуралсан та – кашни пысăк ӗçпе уйрăм йăла пур. Халăх философийӗ çутçанталăкпа этем килӗшӳлӗхӗ çинче никӗсленнӗ. Кун пирки нумай çыратпăр,  калаçатпăр, хăнăхса çитнипе хăш чух йăла-йӗркен пӗлтерӗшне пит вырăнах та хумастпăр. Ахальтен каламаççӗ пуль: çӗр хут илтиччен пӗр хут курни хаклăрах тесе. Куç умӗнче чӗррӗн пулса иртни ăс-тăна тарăн кӗрсе ларать те еткер пуянлăхӗ пулса тăрать. 

Ку эрне пуçламăшӗнче Аксу районӗнче пулнă хыççăн халăхăмăрăн  культурипе, йăли-йӗркипе тепӗр хут хавхаланса килтӗмӗр. Июнӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗччен кунта Уяв мероприятийӗсем иртеççӗ.  Эпир Кивӗ Илтрекьелти, Енрусьелти, Саврăшпуçӗнчи Уявсенче пулса куртăмăр. Мӗн тери илемлӗ те пуян иккен пирӗн культура! Ку-ха паянхи кунччен сыхланса юлнисем. Çухатни мӗн чухлӗ-ши тата?  Тутарсемпе вырăссенчен тăракан ТНВ команди (вӗсем те Уява çыртарма килнӗ) тӗлӗнсе хытса кайманни кăна. «Пирӗн  фольклор çукпа пӗрех, тен, эпӗ пӗлместӗп», – терӗ пӗр тутарӗ. 

Аксу районӗнче яланхи пек ăшшăн кӗтсе илчӗç. Районти Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева Уяв программипе паллаштарчӗ. 

  • Пӗлетӗр-и, ман шутпа кăçал Уяв онлайн-форматпа иртни лайăх та. Халăх культури интернетра анлă сарăлса тӗнчене тухать, пуян видеоархив пуçтарăнать. Республика, Раççей шайӗнче Уяв иртни кирлӗ, анчах ăна пӗр кунра, пӗр площадкăра тата стилизацилесе ирттерни йăла мероприятийӗн чăн пӗлтерӗшне уçса параймасть. Вăл ытларах культура мероприятийӗ пек иртет. Кăçал кашни ял хутлăхӗнче хăйӗн Уявӗ, хăйӗн йăли-йӗрки. Истори çав тери авал та тарăн. Тӗлӗнсе каймалла. Пирӗн тӗллев – халăх йăли-йӗркипе культурине упраса хăварасси, ăна пулас ăрусене парса хăварасси. Мӗншӗн тесен унта халăх чунӗ упранать. Çавăнпа, пӗр енчен, кăçал Уяв онлайн иртни аван та. Ваттисем йăла-йӗркене пӗлсе, пӗлтерӗшне пăсмасăр туса ирттереççӗ. Тен, Турри çапла хушрӗ пулӗ? «Эсир таçта çулран пăрăнса кайрăр», – терӗ пулӗ, – программăпа паллаштарчӗ Ольга Копанева. 

Уяв маршручӗ Кивӗ Илтрекьелӗнче пуçланчӗ.  Пирӗн ушкăна Аксу районӗнчи культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Тимирясев та хутшăнчӗ. Эпир çитнӗ çӗре ялти Культура çурчӗн умӗ кӗрлесе тăратчӗ. Шурăпа хӗрлӗ, тӗрӗллӗ капăр тум тăхăннă халăх уяв юррисем шăрантарать. Эдуард Ильин купăс калани пӗр ял вӗçӗнчен теприне вӗçет. Çумăр пăтти пӗçерме килӗрен кӗрпе пуçтарма хатӗрленнӗ иккен вӗсем. Пӗрремӗш кил Баландовсен пулчӗ. Тараватлăн кӗтсе илчӗç кил хуçисем хăнасене. 

  • Акă сире кӗрпе, пăттăр ăнса пиçтӗр. Акă сире кукăль – ачасене сăйлăр, – ăшпиллӗн чӗркемсене тыттарса калаçрӗ Зинаида Баландова. Унтан Уяв халăхӗ урам тăрăх юрласа утса Прохоровсемпе  Терентьевсен килӗсене çитрӗ. Сăмах май, ку çемьесем тăванлă. Каярах асăннă çемьесене Баландовсен хӗрӗсем кин пулса кӗнӗ. 

Кӗрпе пуçтарса пӗтерсен халăх çырма хӗррине анчӗ. Кунта вучах чӗртсе хуран çакса янăччӗ ӗнтӗ. Пăтă пӗçерме аш шӳрпийӗ те хатӗр. Ваттисем кӗлӗ вуласа хурана кӗрпе ячӗç. Çамрăксем çумăр йăлине пуçларӗç. Пикесем юханшывран ăсса илсе пурне те шывпа сапма пикенчӗç. Йӗпенмен çын юлмарӗ. Пурте аллисене çӳле çӗклесе: «Çумăрӗ çиттӗр, тыр-пул ăнса пултăр!» – тесе темиçе хут та каларӗç. 

  • Кун хыççăн çумăр çуманни пулман-ха. Ку йăлана эпир хамăр атте-аннерен вӗренсе юлнă. Ялне кура тӗрлӗрен тăваççӗ ăна. Ӗлӗк типӗ вăхăтсем нумая тăсăлнă. Çавăн чух чӳк туса çумăр ыйтнă. Килӗрен кам мӗн парать, çавна пуçтарнă. Чăн ваттисене илсе тухса вун икӗ хуран лартнă. Пӗтӗм ял апатне пӗр хурана чикейместӗн вӗт. Ун чух ялта çын нумайччӗ. Ваттисем кӗл туса пăтă пӗçеретчӗç. Хăш чух чӳкне туса пӗтеричченех çумăр чашлаттарнă, килӗсене те çитсе ӗлкӗреймен. Паян та çăвать пуль-ха, – тӳпене сăнанă май калаçрӗ Зоя Федорова. Кивӗ Илтрекьелне вăл Саврăшпуçӗнчен килнӗ, ятарласа çумăр пăтти пӗçернӗ çӗре хутшăнма. 

Часах пăтă та пиçрӗ. Ваттисем кӗлӗ каласа ăна пуçтарăннисене салатса пачӗç. Мухта-мухта çирӗ ял халăхӗ апата. Унтан та кунтан: «Пăхăр-ха, çилӗ те хытăрах вӗрме пуçларӗ...», «Пӗлӗчӗсем те хăвăртрах шăваççӗ пек...», «Пулать пуль-ха çумăрӗ, пулать пуль...», – тени илтӗнчӗ. 

Кӗл туса ăсатрӗç

Енрусьелсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кӗтсе илчӗç пире. Вӗсем ял хӗрринчи Самиле çăлкуç патӗнче ирех пуçтарăнса тăнă. Ялти клубра методист пулса ӗçлекен Оксана Еремеева çăлкуçăн легендипе паллаштарчӗ. Авал çак вырăнта шурлăх пулнă. Пӗррехинче лаша кӳлнӗ мăшăр çак çулпа иртсе пынă тет. Анчах кӳми-мӗнӗ шурлăха анса кайнă та путнă. Кайран кӳмине туртса кăларнă хыççăн ун тӗлӗнче кăпăкланса çăл тапса тухнă тет. Енрусьел 310 çул каялла йӗркеленсе кайнă, çăлӗ хăш çултанпа пулни паллă мар. Легенда вара паян кунччен те пурăнать. Ял çыннисем çăлкуçа тирпейлесе илем кӳнӗ. Шывӗ сиплӗ тет. Ăна илме хуласенчен те килеççӗ иккен. 

Çак хушăра уçланкăра пуçтарăннă ачасем уяв вăййисене пуçларӗç. Çӗрӗ ярса пӗр-пӗрне ташлаттарчӗç, юрлаттарчӗç. Оксана Еремеева каланă тăрăх, вӗсем пурте «Асамат» ача-пăча фольклор ушкăнне çӳреççӗ. 

  • Шкулта пурӗ те 30 ытла ача вӗренет, вӗсенчен çурри çак ансамбльте. Кунти ял-йыш юрра-ташша ăста. Ялӗ пысăк мар пулин те виçӗ ансамбль пирӗн. Ваттисен «Саркайăк», вăтам çултисен «Çăлкуç» вокал ансамблӗсем йӗркеленнӗ. Ытти  ялсенчен те килчӗç Уява, Емелькинăран «Çӗмӗрт» ансамбль хутшăнас терӗ. Паян вӗсем пурте кунта, – ăнлантарчӗ Оксана Еремеева. – Уява ирттернисӗр пуçне ăна тӗрӗс ăсатма пӗлмелле, – терӗ хăй те Уяв картине кӗрсе. Унтан пӗтӗм халăх алла-аллăн карталанса тăрса йăла юрри юрласа ыраш пусси патне утрӗ. 

Малалли кинори пек пулса пычӗ. Ялти чи ватă çын, Ольга Якимова, картаран тухса ыраш пуссине кӗчӗ. Сăхсăхса илсе кӗлӗ вулама тытăнчӗ. Турăран ял халăхне инкек-синкекрен, пушартан, шывран сыхлама ыйтса кӗл турӗ. Тӗлӗнмелле халăх чăвашсем! Православипе хамăр тӗне те килӗштерме пултарнă-çке. Улька аппа малтан виç ипостаçлă Турра – Ашшӗне, ывăлне, Çветтуй сывлăша асăнчӗ, унтан çил амăшне, шыв ашшӗне асăнчӗ. Пӗр чечек кăшăлне çил амăшӗ валли ыраш пуссине хучӗ, теприне шыв ашшӗ валли юханшыва яма хушрӗ, виççӗмӗшне качча кайма хатӗрленнӗ çамрăк хӗре пиллесе тăхăнтарчӗ. Çак хушăра таврара тӗлӗнмелле шăплăх тăчӗ. Пурте йăла тыткăнӗнче пулчӗç пулмалла. Уява ăсатнă хыççăн халăх ял енне туй юрри юрласа утрӗ. Чăваш йăлипе утăçи вӗçленсен, тухăçа пуçтарса илнӗ хыççăн кӗр мăнтăрӗпе туйсем пуçланаççӗ.  

Така яшкипе

Саврăшпуçсем вăрман уçланкинче пуçтарăннă. Кунта эпир кăнтăрла иртсен тин çитрӗмӗр. Уяв хапхине юманпа çăка йывăççисем çумне вырнаçтарнă. Мероприяти лаптăкӗ Уявăн хальхилле миниатюрине аса илтерчӗ. Чи малтан йывăçран авса тунă япаласем куç тӗлне пулчӗç: сăпка, карçинккасем, чечек савăчӗсем тата ытти те. Ку ӗçпе пушă вăхăтра Владимир Сидоров аппаланать. 

  • Чӗрӗ хулăсене эпӗ кӗркунне çырма хӗрринче пуçтаратăп. Çавсенчен хӗлле тӗрлӗ кунтăсем, карçинкка тавраш çыхатăп, – тет Владимир пичче. – Ваттисенчен вӗренсе юлтăм ăна, ал ӗçӗ халăхра ан çухалтăр тесех. Хам та атьсене шкулти кружокра вӗрентме тăрăшрăм, халӗ пенсире ӗнтӗ, – кăмăллăн пуплерӗ ватă çын. 

Ун çумне утарçăсем вырнаçнă, Валерипе Анна Николаевсем. Валерий Зиновьевич ял хутлăхӗн пуçлăхӗ, Анна Анатольевна шкулта педагог-организатор пулса ӗçлет. Ялти сумлă çынсем. Иккӗшӗн те ӗçӗ çителӗклӗ. Утар тытакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ, хурт ӗрчетесси çăмăл ӗç мар, нумай пӗлмелле. Николаевсем 23 вӗлле таранах тытаççӗ. Мӗнле йăлт ӗлкӗреççӗ? Пылӗ вара тутлă, тутанса куртăмăр. 

Саврăшпуçсен Уявӗ хăйнеевӗр. Карталанса юрланă хыççăн тӗрлӗ вăйă вылярӗç. Унтан хӗвел хăй пайăркисене пӗр пуçтарнăн, пӗр сапаланă евӗр карталанса утса хăйсем çеç ăнланмалла йăла турӗç те ватă юман тавра пуçтарăнчӗç. Ăна ыталаса илсе кӗл туса пил ыйтрӗç. Ял-йыша инкек-синкекрен сыхлама, лайăх тухăç пама ыйтрӗç. Юрать ялсенче  фольклор ансамблӗсем пур, вӗсем пӗтме памаççӗ те йăласене. Саврăшпуçӗнче ваттисенчен юлнă еткере Эдуард Ильин ертсе пыракан «Саврăшпуç кинемийӗсем», Савгачевăра «Çамрăк чӗресем»  фольклор ушкăнӗсем тытса пыраççӗ. 

  • Эпир пӗтме памăпăр-ха, пирӗн хыççăн кам юлӗ? Çамрăксем пит интересленмеççӗ йăла-йӗркепе, –  терӗ Эдуард Ильин купăсне тăсса янă май. Уçланкă каллех юрă сассипе тулса ларчӗ. 

Юлашкинчен саврăшпуçсем чӳк туса така пусса салмапа шӳрпе пӗçерчӗç. Така яшкипе ăсатаççӗ иккен Уява ку тăрăхсем. 

Аксури Уяв пирӗншӗн онлайн кăна пулмарӗ, кайсах куртăмăр. Тӗрӗссипе, вăл куракансемшӗн çеç виртуаллă майпа иртет. Районти Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева пӗлтернӗ тăрăх, июлӗн 11-мӗшӗнче Уяв стилизациленӗ прологпа, республика ертӳçисем, район пуçлăхӗн, обществăлла организацисен представителӗсен, паллă культура ӗçченӗсен саламӗпе вӗçленет. 

Ирина ТРИФОНОВА.

К.Малышев, И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев