Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кивви вырӑнне ҫӗнни

Киштексем ҫӗнӗ клубра сасӑлӗҫ

Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштек ҫийӗн иртенпе кӗвӗ янӑрать. Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ умӗнче шкул ачисем линейка тӑрса тухнӑ, фольклор ушкӑнӗсем ылмашӑна-ылмашӑна юрӑ шӑрантараҫҫӗ, ял ӑстисем сӗтӗлсем ҫинче куравсем хатӗрленӗ, ытти ялсенчен те ал-ӗҫ ӑстисене чӗннӗ. Пӗри пуканесем тӑвать, тепри илемлӗ тӗрӗсем. 

 Киштек халӑхӗ те йышлӑн пуҫтарӑннӑ – кун пек пысӑк уявсем ялта сайра пулаҫҫӗ-ҫке. Культура ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫлекен Фёдорпа Тамара Петровсем вӑл лайӑх пултӑр тесе вӑйӗсене шеллемен пулмалла. Юрлакансемпе ташлакансем вӗсене сума-суса  кӳршӗ облаҫран та килнӗ. 

Пӑва районӗн пуҫлӑхӗ Марат Зяббаров клуб уҫма ку тӑрӑхран суйланакан ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе – Шакир Ягудинпа тата Ринат Гайзатуллинпа пӗрле килсе ҫитрӗ. 

Ҫӑкӑр-тӑвар астивнӗ хыҫҫӑн пысӑк хӑнасем куравсемпе паллашрӗҫ. 

Хӑйӗн сӑмахӗнче район пуҫлӑхӗ Чӑваш Киштекӗнче ача сачӗ тӑвасси пирки те администраци ӗҫлени пирки каларӗ. Вӑл ӗҫре палӑрнӑ строительсене Хисеп хучӗсем пачӗ. Пӗрре мар Пӑва районӗнчен депутата суйланнӑ  Шакир Ягудин  ҫакнашкал стройкӑсен пуҫӗнче камсен партийӗ пулнине аса илтерчӗ. Ҫапах тӗрӗслӗхшӗн каламалла, влаҫ партийӗн агитаци плакачӗсем клубран самай инҫетре ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Ку суйлавра вӑл мӗнле сасӑсем пуҫтарнине ыранхи кун кӑтартса парӗ. Оппозиционерсем мӗнле хирӗҫлесен те суйлав участокӗсенчи видеосӑнав камерисем сентябрӗн 8-мӗшӗнче ӗҫлемӗҫ.

Чӑваш Киштек ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Павлов Культура ҫурчӗ уҫнӑ кун унӑн стени ҫине Георгий Савандеевӑн асӑну хӑмине вырнаҫтарни ял ҫыннисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каларӗ.

Пуҫлӑхсем симӗс хӑйӑва касса клуба уҫнӑ хыҫҫӑн Культура ҫуртӗнче пысӑк концерт пуҫланчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Клуб