Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кивӗ Ӳсел каччине Сирие кам «ăсатнă»?

Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче Ан -26 транспорт самолечӗ ӳкнине массăллă хыпар хатӗрӗсем çийӗнчех хыпарларӗç. Малтанхи версипе, авиакатастрофăн сăлтавӗ - самолетăн юсавсăрлăхӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекре 33 пассажир тата 6 çынран тăракан экипаж сывă юлайман. Вӗсем пурте Раççей çар çыннисем пулнă-мӗн. Интернетри списока ӗненес пулсан, авиакатастрофăра Тутарстанран...

Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче Ан -26 транспорт самолечӗ ӳкнине массăллă хыпар хатӗрӗсем çийӗнчех хыпарларӗç. Малтанхи версипе, авиакатастрофăн сăлтавӗ - самолетăн юсавсăрлăхӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекре 33 пассажир тата 6 çынран тăракан экипаж сывă юлайман. Вӗсем пурте Раççей çар çыннисем пулнă-мӗн.

Интернетри списока ӗненес пулсан, авиакатастрофăра Тутарстанран та икӗ çын вилнӗ. Вӗсенчен пӗри Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗн 23-ри каччи Дмитрий Питимиров.

Паллах, ентешӗмӗр вилнӗ хыпар «Сувар» журналисчӗсене хумхантармасăр пултараймарӗ. Эпир хыпара тӗрӗслесе Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗпе, Аксури çар комиссариачӗпе çыхăнтăмăр. Телее, хыпар тӳрре килмерӗ. Кивӗ Ӳсел каччи Дмитрий Питимиров каярах хăй те редакцие шăнкăравлани тата хытăрах савăнтарчӗ.

Ун сăмахӗсем тăрăх, телефонӗ унăн паян пӗрре те шăпланмасть. Пӗлӗшӗсем, тăванӗсем, ял çыннисем тата тӗрлӗ çӗртен журналистсем кунӗпех шăнкăравлаççӗ.

Терӗссипе, Дима Питимиров Сири хăш енче ларнине те пӗлмест, унта пӗрре те пулса курман вăл, кайма та шутламан, мӗншӗн тесен çар çынни мар. Хальхи вăхăтра Заинскра пурăнать. Хушамачӗ списока мӗнле майпа лекнине хăй те ăнлантарма пултараймасть. Каласа хăвармалла, Дмитрий Питимировăн çуралнă кунӗ те вилнисен списокӗнчипе пӗр килет, ашшӗ ятне кăна ăналанмалла мар хыпара çыракансем арпаштарнă.

Çынна вăхăтран малтан пытарсан, вăрăм ӗмӗрлӗ пулать теççӗ халăхра.Эппин, ватăличченех пурăнмалла пултăр-ха Димăн. Анчах та кунта тепӗр ыйту сиксе тухать: самолетра аварие лекнӗ çынни кам?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев