Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Клавдия Тимофеевна ТИМКИНА апрелӗн 17-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ

Юратнă мăшăр, анне, асанне, кукамай, Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнче пурăнакан Клавдия Тимофеевна ТИМКИНА апрелӗн 17-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ

Хаклă çыннăмăра сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн, пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăн анлă çулӗпе малашне те хастаррăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, тулли телей сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, пурнăçри кашни самант савăнăçпа тултăр, пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Чунупа яланах  çамрăк пул. Çывăх çыннусен юратăвӗпе тимлӗхне туйса, ачусемпе мăнукусен çитӗнӗвӗсемпе савăнса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр! Эпир сана çав тери хытă юрататпăр!

Юбилей ячӗпе саламлатпăр сана, 

Çутă кулă ялан илемлеттӗр сăнна. 

Çирӗп сывлăхлă пул, ӗмӗр савăккăн кул,

Пултăр санăн телейлӗ те çутă кун-çул. 

Мăшăрӗ, ывăлӗсемпе кинӗсем,

 хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев