Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăвашла кӗнекесем, куркасем, ал сехечӗсем тата вӗр-çӗнӗ смартфон

Çак парнесене Чăваш Енре, Ульяновск облаçӗнче тата Тутарстанра пурăнакан вулакансем выляса илчӗç

«Сувар» хаçат çырăнаканӗсен хушшинче лотерея пӗрремӗш хут иртмест, анчах та кăçал унта чи чаплă парнесене вылянтартăмăр. Хальхи йышши ал сехечӗсем кăна мӗне тăраççӗ! 2019 çулта туса кăларнă икӗ сим-карта шăнăçтараякан смартфон хăй 10 пин тенкӗ тăрать. Спонсорсене тав сăмахӗ калатпăр. 
Парнесене вылянтарнă видеона кунта лартатпăр. Выляв суймасăр, тӗрӗс иртнине хăвăр курса ӗненме пултаратăр. 
Тӗп парнене Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче пурăнакан Валентина Спиридонова выляса илчӗ. Редакци çитес çур çула çырăнакансен хушшинче те çакнашкал квитанцисен вылявӗ ирттерме палăртать. 

Хальхинче «Сувар» парнисене çак вулаканăмăрсем тивӗçрӗç:

Чăвашла кӗнекесем

1. Мария Якимова (Элкел районӗ, Хуракӳл) – Розин Ярандайăн «Кӗмӗл сулăллă сехет» кӗнеки;

2. Ирина Мишкина (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – Розин Ярандайăн «Кӗмӗл сулăллă сехет» кӗнеки;

3. Анна Никитина (Чистай хули) – Розин Ярандайăн «Кӗмӗл сулăллă сехет» кӗнеки;

4. Александра Цыфаркина (Çӗпрел районӗ, Кӗçӗн Упи) – Василий Петровăн «Хăрушă йăнăш» кӗнеки;

5. Анатолий Тимофеев (Чăваш Ен, Елчӗк ялӗ) – Василий Петровăн «Хăрушă йăнăш» кӗнеки;

6. Анна Никанорова (Пăва хули) – Нелли Петровскаян «Тухатмăш» кӗнеки;

7. Виктор Ермолаев (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел) – Нелли Петровскаян «Тухатмăш» кӗнеки;

8. Зоя Аниськина (Аксу районӗ, Сергеевский поселокӗ) – Сергей Павловăн «Тӗтре» кӗнеки;

9. В.Долгова (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Çӗпрел) – Сергей Павловăн «Тӗтре» кӗнеки;

10. Людмила Антипова (Хусан хули) – Сергей Павловăн «Тӗтре» кӗнеки;

11. Елчӗк библиотеки (Чăваш Ен, Елчӗк ялӗ) – Валентина Тараватăн «Аякри сасă» кӗнеки;

12. Юрий Никитин (Аксу районӗ, Емелькино) – Римма Прокопьеван «Пӗртен-пӗр юр пӗрчи» кӗнеки;

13. Галина Абросимова (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш) – Римма Прокопьеван «Пӗртен-пӗр юр пӗрчи» кӗнеки;

14. Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) – Иван Яковлевăн «Аслă çул çине» кӗнеки;

15. Анатолий Савгачев (Нурлат районӗ, Ерепьел) – Иван Яковлевăн «Аслă çул çине» кӗнеки;

16. Владимир Альмендеев (Элмет районӗ, Анат Мактама) – Владимир Степановăн «Тенкри хӗçӗ» кӗнеки;

17. Надежда Максимова (Нурлат хули) – Улька Эльменӗнн «Упраймарăм сана» кӗнеки;

18. Зинаида Федорова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Шемӗршел) – Улька Эльменӗнн «Упраймарăм сана» кӗнеки;

19. Н.Петрова (Чистай хули) – Айгиз Баймухаметовăн «Ан пăрах, анне!» кӗнеки;

20. Нина Хуснутдинова (Элмет районӗ, Вырăс Акташ) – Айгиз Баймухаметовăн «Ан пăрах, анне!» кӗнеки;

21. Нина Сюртмина (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу) – «Ак сана чап-чап уйăхӗ!» кӗнеке;

22. Зоя Кузьмина (Нурлат районӗ, Вăтам Хăмăшлă) – Николай Ларионовăн «Шураçка» кӗнеки;

23. Степанида Нухратова (Чистай районӗ, Анат Кăтрата) – Владислав Николаевăн «Хула хӗрачи» кӗнеки;

24. Нина Савельева (Хусан хули) – Елена Мустаеван «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеки;

25. Галина Мужикова (Пăва районӗ, Пӳркел) – Николай Андреевăн «Шăрăх кунсем» кӗнеки.

«Сувар» логотипӗллӗ кружка

1. Алина Голубенко (Хусан хули);

2. Наталья Миронова (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни).

Алă сехечӗ

1. П.Кириллова (Хусан хули);

2. Роза Самандеева (Çӗпрел районӗ, Кӗçӗн Упи);

3. Лариса Озерова (Пăва районӗ, Элшел);

4. Антонина Садовникова (Çӗпрел районӗ, Матак);

 

Power bank

1. Валентин Никифоров (Ульяновск облаçӗ, Димитровград хули).

Смартфон

1. Валентина Спиридонова (Пăва районӗ, Пӳркел).

Çӗнтерӳçӗсене пурне те чунтан саламлатпăр! Парнесене июлӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа редакцие (Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) килсе илмелле. Килсе илекенӗн çумра паспорт пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: подписка