Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Лидия Григорьевна УГАХИНА 80 çул тултарчӗ

ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен, РФ Писательсен союзӗсен пайташӗ, хисеплӗ вӗрентекен, пултаруллă çыравçă тата таврапӗлӳçӗ, Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче çуралса ӳснӗ, нумай çул Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Лидия Григорьевна УГАХИНА февралӗн 22-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ.

Хаклă акка! Эпир сана сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей, çемйӳпе тата тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Эпир сана пурте питӗ юрататпăр. Малашне те пӗрре мар юбилей ирттермелле пултăрччӗ.
Иртет-çке вăхăт, çитрӗ юбилей,
Пур кăмăлтан сана халь саламлатпăр.
Хӗвеллӗ пурнăç, сывлăх та телей,
Вăй-хал, ыр кăмăл, канăçлăх сунатпăр.
Акăшӗн ачисем – Олег, Ольга, Николай, Анатолий,
Лариса тата вӗсен çемйисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев