Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Лидия Кузьминична ЛАВРЕНТЬЕВӐНА 75 ҫул тултарнӑ ятпа!

Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче пурăнакан Лидия Кузьминична ЛАВРЕНТЬЕВА декабрӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарать. Ăна сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!

Кун-çулăн анлă сукмакӗпе малашне те вашаватлăн, мал ӗмӗтпе утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр. Чунупа ялан çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тата нумай-нумай çул пурăн.

Телейӳ пултăр иксӗлми,

Чи хакли – сывлăхлă пулни.

Çӗр çул сунатпăр пурăнма –

Тăвансемпе пӗрле пулма.

Мăшăрӗ, ачисем тата мăнукӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев