Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Лидия Степановна ЕФРЕМОВА 90 çул тултарать

Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче пурăнакан Лидия Степановна ЕФРЕМОВА июлӗн 16-мӗшӗнче 90 çул тултарать

Юратнă та хаклă аннемӗре сумлă юбилей ячӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатпăр! Вăрăм та ăраскаллă пурнăç çулӗпе малашне те хавхаланса утма юман пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, нихăçан сӳнми телей, ырлăх, пурлăх, канлӗ ватлăх сунатпăр.

Эс пире савса ӳстернӗ,

Пурнăçра телей пилленӗ,

Ăс парса ырра вӗрентнӗ,

Çунатсем парса вӗçтернӗ.

Пурăн ӗмӗр савăнса,

Пурнăç илемне туйса!

Ывăлӗ, хӗрӗсем, кинӗ, кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем, пӗртăванӗсемпе вӗсен ачисем, мӗнпур тăванӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев