Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Людмила Павловна НИКИФОРОВĂНА 70 çул тултарнă ятпа!

Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан Людмила Павловна НИКИФОРОВĂНА паян, февралӗн 3-мӗшӗнче, 70 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!

Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр сана – çирӗп сывлăх, тулăх пурнăç, тулли телей, юрату, хавхалану. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Хастарлăху нихăçан та ан иксӗлтӗр, ӗмӗр сукмакӗ такăр та вăрăм пултăр.

Юбилей ячӗпе саламлатпăр сана, 

Çутă кулă ялан илемлеттӗр сăнна. 

Çирӗп сывлăхлă пул, ӗмӗр савăккăн кул,

Пултăр санăн телейлӗ те çутă кун-çул. 

Мăшăрӗ, хӗрӗ, ывăлӗсем, мăнукӗсем, йышлă тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев