Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мăн Канаш вырăнне «çавра сӗтел» ирттернӗ

Япӑх япалара та лайӑххине тупма пӗлмелле тенӗ пек пулса тухрӗ

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн ҫулталӑкра пӗрре иртекен Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесе ирттермеллеччӗ. Анчах тӗнчере тата ҫӗршывра коронавирус чирӗ сарӑласран халӑх нумай пуҫтарӑнмалли мероприятисене ирттерме чарнине пула палӑртнӑ мероприятие ҫӗртме уйӑхне куҫарма лекрӗ. Мӑн Канаша ҫӗршывӑн аякри тӑрӑхӗсенче пурӑнакан чӑваш наци культура автономийӗсен ертӳҫисем мероприятие чарса лартиччен ҫула тухнӑ пулнӑ. Иркутск, Красноярск, Тюмень тӑрӑхӗсен, Ненец автономи округӗн, Сургут , Екатеринбург тата Питӗр хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем эрнекун Шупашкара килсе ҫитрӗҫ. Япӑх япалара та лайӑххине тупма пӗлмелле тенӗ пек пулса тухрӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов аякран килсе ҫитнӗ ентешсемпе ҫавра сӗтел ирттерчӗ. Калаҫмалли, сӳтсе явмалли паллах нумай. "Хамӑрӑн тата ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗсене упрасси хыҫҫӑн паллах пирӗн кӗркунне ирттерме палӑртнӑ халӑх Ҫыравӗ пирки шутламалла. Унта хамӑр хӑш халӑх ҫынни пулнине палӑртмалла. Чӑваш халӑхӗн чӑн шутне кӑтартмалла, хамӑра чӑваш тесе ҫыртармалла"- терӗ Николай Федорович ҫавра сӗтел ӗҫне пуҫланӑ май. ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетевӗ тӑрӑх чылай чӑваш хӑйне чӑваш тесе ҫыртарманнине пӗлтерчӗ. Ҫавӑнпа пирӗн официаллӑ шутлав тӑрӑх халӑх шучӗ чылай чакнине палӑртрӗ. "Ку вӑл хамӑр халӑхӑн экономика, культура тата ытти аталанӑвне те самай чӑрмантарать"- терӗ ЧНК вице-президенчӗ. Анатолий Ильич саккун тӑрӑх республикӑри патшалӑх, наци чӗлхипе те ҫырав ыйтӑвӗсемпе паллашма тата ыйтӑма хуравлама май пурри пирки каларӗ. Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш наци культура автономийӗсен ертӳҫисене Ҫырав ӗҫне хастар хутшӑнса унти чӑвашсемпе ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермелли пирки каларӗ. Халӑх шутлавӗнче чи кирли - хамӑр чӑваш пулнине кӑтартасси. Ҫавра сӗтелте Чӑвашкино патшалӑх организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков та пулчӗ. Вӑл хӑш-пӗр чӑваш вырӑсла калаҫать пулин те, ҫыравра хӑй чӑваш халӑхӗнчен тухнине палӑртмаллине каларӗ. Регионсенчен килнӗ чӑваш автономийӗсен ертӳҫисем чӑвашсен чӑн шутне мӗнле ӳстермелли пирки тӗрлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. Красноярск тӑрӑхӗнчен килнӗ Валентина Разманова хӑй вӑтӑр ҫул чӑваш пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленине пӗлтерчӗ, вӗсем унти кашни чӑваша шута илме тӑрӑшнине каларӗ, чӑннипех чӑвашсем Красноярск тӑрӑхӗнче нумай пулнине палӑртрӗ. Унта иртекен Акатуйсенче ентешсем питӗ нумайӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ иккен. Екатеринбург тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Николаев вырӑнти влаҫ тытӑмӗсемшӗн эпир чӑваш тесе ҫырни кирлех маррине, ҫавӑнпа та ҫак енӗпе конгресс тата чӑваш пӗрлӗхӗсен тӑрӑшса ӗҫлемеллине каларӗ. Сургут хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Татьяна Кузьмина унти чӑвашсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, хамӑр ентешсене мӗнле хавхалантарса пыни пирки каласа пачӗ. Вӑл чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе хӑйсем мӗнлерех проексем пурнӑҫа кӗртнинипе паллаштарчӗ. Тӗл пулура аякран килнӗ кашни хӑна тухса калаҫма пултарчӗ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Вероника Тимофеева, Тюменьти Алексей Павловпа Валентина Шатрашанова хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗсемпе паллаштарчӗҫ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов регионсенчи чӑваш пӗрлӗхӗсен ертӳҫисене хастарлӑхшӑн тав турӗ, конгресспа пӗрле халӑх Ҫыравне хастар хутшӑнса вырӑнти чӑвашсенпе ӑнлантару ӗҫӗ ирттермелле пирки чӗнсе каларӗ. Иккӗмӗш ыйтупа ҫавра сӗтелте кӑҫал пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш Акатуйне Екатеринбургра ирттересси пирки сӳтсе яврӗҫ. Унти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Николаев уява епле йӗркелеме палӑртнипе тата унӑн программипе паллаштарчӗ. Чипер йӗркеллӗ пулсан ҫу (май) уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Раҫҫейри чӑвашсем Урал тӑрӑхӗнчи Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. ЧНК ирттернӗ ҫавра сӗтелте Чӑвашкино патшалӑх учреждени директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков Чӑваш Ен тулашӗнчи ентешсем патӗнче чӑваш кино эрнисем ирттересси пирки каласа пачӗ, Питӗр хулинче ҫак мероприяти питӗ ӑнӑҫлӑ иртни пирки пӗлтерчӗ. Олег Михайлович аякран килнӗ чӑваш пӗрлӗхӗсен ертӳҫисене ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнчӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов хӑнасене инҫе ҫула кӗскетсе килнишӗн тав турӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче Мӑн Канашра тата Чӑваш автономийӗн 100 ҫулне анлӑ уявланӑ ҫӗрте йышлӑн тӗл пулассине пӗлтерчӗ.

ЧНК пресс-служби. (З.Яковлева )

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев