Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Мария Ситтель Раççей хӗрарăмӗсен союзӗн çӗнӗ председателӗ

Чăваш Ен хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева Раççей хӗрарăмсен союзӗн суйлавпа отчет конференцине хутшăннă. Кун пирки эпир Наталья Николаеван Телеграмри каналӗнче вуласа пӗлтӗмӗр.

Чăваш Ен хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева Раççей хӗрарăмсен союзӗн суйлавпа отчет конференцине хутшăннă. Кун пирки эпир Наталья Николаеван Телеграмри каналӗнче вуласа пӗлтӗмӗр. 

Раççей хӗрарăмӗсен союзне Раççей Президенчӗн обществăлла проектсен управленийӗн пуçлăхӗ Сергей Новиков саламланă, ӗçре ăнăçусем суннă. Наталья Алексеевнан сăмахӗпе, мероприятин программи питӗ те анлă пулнă. «Ытти регионсенчен килсе çитнӗ тантăшсемпе организацин Уставне çӗнетӳсем кӗртетпӗр, унăн çӗнӗ редакцине тишкерсе тухса çирӗплететпӗр. Тата паллах çитес 6 çула çӗнӗ ертӳçӗне, бюропа ревизи комиссине суйлатпăр», – тенӗ Наталья Николаева. Унсăр пуçне Раççей хӗрарăмӗсен союзӗн ӗçне пур енлӗ пӗтӗмлетсе «Çирӗп çемье – çирӗп патшалăх» тӗп программа пурнăçланăвӗпе çыхăннă анлă тӗпчев докладне итленӗ. 

Çӗнӗ председателе вара паллă телеертӳçӗне, ТЭФИ преми лауреатне, Туслăх Орденӗн кавалерне Мария Ситтеле суйланă. Палăртса хăвармалла, Мария Ситтель нумай ача амăшӗ, мăшăрӗпе вӗсен 5 ача ӳстереççӗ. Туслăх Орденне вара çӗнӗ ертӳçӗ Тăван çӗршывăн телевиденийӗн аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн тата нумай çулсем тăрăшса ӗçленӗшӗн тивӗçнӗ.       

Сăнӳкерчӗк Н.Николаеван телеграм-каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство