Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мартăн 8-мӗшӗпе сире хӗрӳллӗн саламлатăп!

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Председателӗн Дмитрий Самаренкинăн саламлă сăмахӗ

Хаклă хӗрарăмсем!

Сире çывхарса пыракан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗпе чун-чӗререн саламлатăп!

Тутарстанра пурăнакан чăваш хӗрӗсемпе хӗрарăмӗсене пурне те çак илемлӗ çуркуннехи ырă уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăçра телей, çемьере тату пурнăç сунатăп. Эсир çемье ăшшине, кил-çурт тирпейне упракансем. Ӗçре чи чăтăмлă та пултаруллă ӗçтешсем. Чăваш наципе культура автномийӗн пӗр ӗçӗ те паян сирӗн хутшăнусăр иртмест. Эсир пуçарнипе паян питӗ нумай проект пурнăçланса пырать. Эсир пултаруллă вӗрентекенсем, тухтăрсем, культура тата ытти отрасльсемпе сферăсен ӗçченӗсем.

Пире пурне те хӗрарăм пурнăç парать. Çавăнпа çак кун уйрăмах аннесене, асанне-кукамайсене, аппа-йăмăксене, хӗрсене чӗрери чи ăшă сăмахсене калас килет. Эсир пире вăй парса хавхалантарса тăракансем, çут тӗнчене илем кӳрекенсем. Сирӗнсӗр пирӗн пурнăç кичем те чухăн пулӗччӗ.

Тепӗр хутчен Мартăн 8-мӗшӗпе сире хӗрӳллӗн саламлатăп! Ăнăçу, çитӗнӳ, телей, юрату сунатăп! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев