Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Михаил Игнатьев "ҫӑлтӑрсемпе" тӗлпулнӑ

Тӗлпулӑва мӗн пур чаплӑ юрӑҫа чӗнмен. Сӑмахран юрӑҫсен хушшинче чӑваш халӑх артисчӗсем  Вячеслав Христофоров, Людмила Семенова, Августа Уляндина курӑнмарӗҫ

 Отпуск вӑхӑтӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ кану вӗҫленсен  хӗрӳ ӗҫе кӳлӗннӗ.  Е ҫӗнӗ шкул уҫать, е ача сачӗ. Е ӑна хирти комбайнсем хушшинче курма пулать, е кукуруза анинче. Михаил Игнатьев инстаграмра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сӑнӳкерчӗксем лартать.

Кану вӑхӑтӗнче Пуҫлӑх чӑваш юррисене нумай итленӗ пулмалла. Унсӑрӑн сентябрӗн 5-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти эстрада артисчӗсемпе тӗлпулнине мӗнле ӑнлантарӑн? Мероприятие культӑрӑпа пичет министрӗсемсӗр пуҫне Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑ.

ЧР Пуҫлӑхӗ пухӑннисене республикӑри общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн, чӑваш культурине упраса аталантарассине хулӑм кӗртнӗшӗн тав тунӑ. Вӑл юрӑҫсене Республика Кунӗпе Шупашкарӑн 550 ҫуллӑхне уявлама пулӑшнӑшӑн мухтанӑ. Ҫитӗҫ ҫул Чӑваш Автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнине уявланӑ ҫӗре те хастар хутшӑнма чӗннӗ артистсене Михаил Игнатьев. Уява чаплӑрах ирттерес тесе юрӑҫсене чи лайӑх номерсенчен концерт программи йӗркелеме сӗннӗ, Республика Кунӗнче вӗсем валли тӗп концерт площадкине уйӑмра шантарнӑ. Кашни ҫул ҫак уявра пирӗн ҫӑлтӑрсене Конгрес умӗнчи лаптӑкра кӗпӗрленнине курма кӑмӑллах марччӗ ҫав. 

Калаҫу пынӑ хушӑра 100 ҫулхи уява кӗтсе кашни районра ял ҫыннисем валли тӳлевсӗр концертсем йӗркелес шухӑш та ҫуралнӑ. 

Артистсем Пуҫлӑха пултарулӑх ӗҫӗнче тӗлпулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа панӑ. Тӗслӗхрен, вӗсене концерт залӗсен аренди пысӑк пулни пӑшӑрхантарать, репетицисем ирттермелли лаптӑк ҫукки чӑрмантарать, "Эстрада артисчӗсен Союзӗн" ларӑвӗсене ирттерме вырӑн пулманни тарӑхтарать. Ҫавӑн пекех вӗсемшӗн налог льготисем пулсан та пӑсмӗччӗ, культура ӗҫченӗсем валли патшалӑх тӗревӗ пулсан пушшех те. 

Каласа хӑвармалла, тӗлпулӑва мӗн пур зал пуҫтаракан юрӑҫа чӗнмен. Сӑмахран ҫӑлтӑрсен хушшинче чӑваш халӑх артисчӗсем  Вячеслав Христофоров, Людмила Семенова, Августа Уляндина курӑнмарӗҫ. Ҫав вӑхӑтра палламан питсем те пурччӗ чӑваш костюмӗллӗ хӑнасен хушшинче.

Апла пулин те артистсем республика Пуҫлӑхӗпе пӗрле сӑн ӳкерӗннишӗн питӗ хӗпӗртенӗ курӑнать. Уйрӑмах Правительство ҫурчӗн тӑрринче. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев