Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мӗнпур аненне Анне кунӗпе саламлатпăр!!!

Паян çӗр çинчи чи çывăх çынсен – АННЕСЕН – кунӗ! Чи ырă çепӗç сăмахсемпе саламлатпăр!

Тӗнчере чи хакли вăл – анне,  

Кашни çын чӗринче упранать.

Емӗртсе кăкрипе ачине

Пурăнмашкăн вăл вăйне парать.

 

Яланах ачисемшӗн çунать,

Çын пулма пиллесе ӳстерет.

Ачисем аякра чух вара

Чӳрече патӗнчен куç илмест.

 

Анне тенӗ сăмах тӗнчере

Янăратăр ачаш юрă пек.

Хаклăран та хакли тӗнчере

Упрантăрччӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

 

Кивелмен, манăçман сăмахран

Вăтанма кирлӗ мар,  чăвашсем.

Ачасем-çке «анне» сăмаха 

Чăвашла каласан пахарах.

 

Анне пирӗн пурин те пӗрре,

Ун сăнарӗ ялан чӗрере.

Анне пур чух тӗнче те хитре,

Сар хӗвел те çутă тӳпере.

 

Анне пултăн пулсан ăнланан,

Аннене хытăрах юратан.

Парнелен уявсен ячӗпе

Ун юратнă чечек çыххине.   

 

Чирлесен эс васка ун патне,

Ватăлсассăн ан ман пулăшма.

Астуса тăр камран пулнине,

Кам вăй хунă çут пурнăç пама. 

 

Аннерен çывăххи никам çук,

Тӗнчере аннесӗр пурнăç çук.

Ӗмӗр тăршшӗ санпа пурăнмасть,

Вилсессӗн те асран вăл каймасть.

 

Упраймарăм сана, ыр аннем!

Сыхлаймарăм усал чир-чӗртен!

Сывлăхна туртса илчӗ инкек,

Ахальтен каламаççӗ иккен:

 

Ал çинче çӳресен те йăтса

Сиктерсен те çăка сăпкара.

Пурпӗрех эс юлатăн тăрса

Аннесен умӗнче парăмра.

 

Манас марччӗ çакна, тăвансем,

Аппасем, йăмăксем, хӗрӗмсем,

Тавăрасчӗ аннен ыр ӗçне

Çитмӗл те çичӗ ырă ӗçпе.

 

Парнелӗттӗм çăлтăр çыххине,

Тӳпери çут хӗвел ăшшине...

Пултараймăп. Çакна çеç калам:

«Парне пултăр сана çак сăвă, Аннем!»

(Мелания НИКИФОРОВА. Пушкăртстан, Кекен ялӗ. Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество