Сувар

"Ӗненместӗп!" Е Ухмах Иван реабилитацийӗ

Хӑнӑхнӑ тӑрӑх спектакль пуҫламӑшӗнче стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан пӑшал, хайхи, вӗҫӗнче кӗрӗслеттерсе ямалла

Раштавӑн 21-мӗшӗнче Хусанта чӑваш спектакльне кӑтартрӗҫ. Вдадислав Николаевӑн пъеси тӑрӑх икӗ пайлӑ "Чуххӑм Ванька авланать – кай-кай-кай..." камит.

К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсене курма хусансем хавасчӗ. Хальхи пурнӑҫра кулӑш дефицичӗ сисӗнет. Ҫынсене лайӑх, савӑнӑҫлӑ эмоцисем кирлӗ. Ҫавӑнпа профессионалсене чӗнтӗмӗр те Театр ҫулталӑкне хупма.
Кӑҫал эпир Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тӑвар-и?" камитне курнӑччӗ ӗнтӗ. В.Николаев пъессинче те ӗҫ-пуҫ туй-ҫуй тавра пырать. Икӗ спектакль те театр репертуарне пӗр вӑхӑталла кӗнӗ. Тен ку Чӑваш Республикинче демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе тунӑ патшалӑх заказӗ?
Мӑшӑрлану темипе хатӗрленӗ  "Праски инке..." эпопеи тата ытти туйлӑ камитсем чӑваш сцени ҫинче фурор тунине манмалла мар. Тен, Чебанов лаврӗсем канӑҫ памаҫҫӗ те ҫамрӑк драматургсене?
Апла-и, капла-и, курма сӗннӗ камите пӑхрӑмӑр. Пилӗкрен аяларах шӳтсем унта ҫителӗклӗччӗ, ҫапах чӑваш камичӗсенче пӑрӑнса иртме ҫук (ахӑр) ӗҫкӗпе кӗске юбкӑсем ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑрас килмест.
Автор шухӑшӗпе Наталья Сергеева режиссёр шыравӗ интереслӗ пулчӗ. Мӗскер тӳрех куҫа тӑрӑнчӗ-ха?
Автор паянхи ялӑн пӑтӑрмахӗсем ҫине шӳтлесе те чӑнласа пӑхать. Сатира витӗр эмансипаци ҫине пӑхать, меммелӗхе питлет. Хальхи спектакльте сцена ҫинче артистсемпе пӗрле интернет та, кнопкӑсӑр телефонсем те, вӗсене тытса тӑракан хатӗрсем те "выляҫҫӗ".
Владислав Николаев драматург пирӗн калаҫура ҫирӗпленнӗ вырӑс сӑмахӗсене пьесӑра чӑвашлисемпе  улӑштармасть, ҫаплипех ярать. Ҫынсене ҫывӑхрах пулас тесе тунӑ-и ҫакна е урӑх тӗллевпе, калама йывӑр, анчах пурпӗр темле яланхилле мар илтӗнеҫҫӗ вӗсем – академи драма театрӗнчен кун пеккине кӗтместӗн: телерекламӑсенчи пурте паллакан пуплев ҫаврӑнӑвӗсем вырӑсла янӑраса кайни, "скидка", "бартер", "энерджайзер", "моральнӑй ущерб" пек сӑмахсем пире хаваслӑ камит иллюзийӗнчен ял ҫыннин нушаллӑ пурнӑҫ чӑнлӑхӗ патне тавӑраҫҫӗ.
Пӗри никама кирлӗ мар кӗвентене ҫур литрла улӑштарать, тепри карланкине пула шӑл протезне салука хурасшӑн, пӳрине сутма хӑтланать, ыттисем – шапашран таврӑннӑ пулмалла – ӗҫеҫҫӗ. Эрех сӗрӗмӗ спектакль тӑршшӗпе зал ҫийӗн тӑчӗ.
Халӗ те авланман Чуххӑм Ванькка (ЧР халӑх артисчӗ Сергей Иванов) кӑна мӗн-тӗр тӑвать, шухӑшласа кӑларать, ӑсталанӑ япалисене сутса вӑл та пуясшӑн. Уншӑн та телей пысӑк укҫара. Ӑна ҫемьеллӗ тӑвасшӑн юлташӗсем унтан та кунтан туй пӗркенчӗкӗн кандидатурисене лартса киле-киле кӑтартаҫҫӗ. Анчах (ватта юлнӑ е никама юрӑхлӑ пулман темелле-ши вӗсене?) хӗрӗсем – е сӳтӗк, е селӗп, е ытла хаяр.
Ялта авланмасӑр юлнӑ хусахсен проблемине куҫ умне кӑларать автор: хӗрсем мӗншӗн качча кайма васкамаҫҫӗ? Каччисем авланасшӑн маррипе!
Спектакль пуҫламӑшӗнче аванах палӑрнӑ Ванюкӑн ҫутӑ сӑнарӗ варринелле ҫитсен темшӗн пушанма, тӗссӗрленме тытӑнать. Вӑл тӑрӑшуллӑ арҫын пулсан та пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе хӑй кӗрешмест: е тарать вӗсенчен, е хӑй тумалли ӗҫе урӑххисене шанса парать. Ҫапла улах хӗрӗсене унӑн авланнӑ юлташӗсен, тӑванӗ-пӗлӗшӗсен "тӗрӗслеме" тивет. Ҫавӑн ҫинче тытӑнса тӑрать те камитӗн кулӑшла пайӗ.
Кӑштахран Ваньккан тӗп вырӑнне сцена ҫинче Марш Тамари (ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) – черетлӗ претендентка йышӑнчӗ: усалран усалтарах, чеерен чеерех, вӑйлинчен вӑйлӑрах. Ясар ташшине ташлассипе те ӑна ҫитекен пулмарӗ.  Пӳрнӗне парсан чавса таран ҫыртса илекенскере 12 мӑйракаллипе танлаштараҫҫӗ пьессӑри ҫынсем. Хӑйпе виҫсе пӑхсан мемме Ванюка вӑл тӳрех кӗле айне турӗ – марш! Хӗлле лӗпӗш сутса иномарка илме ӗмӗтленекен тата ҫак шухӑш пурнӑҫа кӗрессине куракана ҫур спектакль хушши ӗнентерекен романтик самантрах подкаблучника ҫаврӑнчӗ. Килне кин кӗртеймесӗр тарӑхакан тӑванӗсем халӗ "чее тилле" унтан ниепле кӑлараймасӑр тарӑхаҫҫӗ. Тиркекене – тиркӗ тӗпӗ.

Мӗнпе вӗҫленет-ха спектакль? Ырӑ усала ҫӗнтернипе-и е тӳнтерле? Ухмах Иван реабилитацийӗ пулать-и? Владислав Николаев юлташ пултаруллӑ драматург, мана унӑн произведенийӗсем килӗшеҫҫӗ. "Пихампар чунӗ..." кӑна мӗне тӑрать! Анчах кухнинче, сценӑран ытла инҫетре лармарӑм пулсан та, камитӗн вӗҫне ӑнлансах пӗтереймерӗм. Тен, пьессӑна Анатолий Хмытӑн "Сутӑн илнӗ чысне" пекех, кам-тӑр кӗскетнӗ?..
Ҫакӑнта ман шутпа жанрӑн йӑли хуҫӑлать те. Ырӑ усала ҫӗнтереймерӗ, усалӗ сасартӑк ырӑ пулса тӑчӗ. Хӑнӑхнӑ тӑрӑх спектакль пуҫламӑшӗнче стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан пӑшал, хайхи, вӗҫӗнче кӗрӗслеттерсе ямалла. Кунта эпир ӑна курмарӑмӑр. Персен те ун сасси куракан патне ӗненмелле ҫитмерӗ. Пъесса пуҫламӑшӗнче тӗвӗленнӗ конфликт вӑл вӗҫленнӗ ҫӗре пусарӑнмалла. Анчах мӗнле пулса иртет ҫакӑ спектакльте?
Финалра сцена ҫине генерал пек Марш Тамари утса тухать, ун хыҫҫӑн витресем хайӑракан Ванькка лӗппӗстетет. Чарӑнаҫҫӗ. Сасартӑк темле майпа вӗсем шкулта пӗрле вӗреннине аса илеҫҫӗ. Ун чухне Ванюк Тамарӑна килӗшнӗ пулнӑ. Дзинь! Ҫак самантран хурапа шурӑ хутӑшать, плюспа минус пӗрлешет, Тамара фата тӑхӑнса, кӗвенте тытса ташлать – хэппи энд! Вӗҫӗ телейлӗ.
Стоп. Тӑхтӑр-ха! "Ӗненместӗп!" – тесе кӑшкӑрнӑ-и-ха Станиславский?
Кам телейлӗ? Тамара-и? Иккӗленӳллӗ. Вӑл йӑваллӑ пулса тӑчӗ, анчах унӑн ӗмӗр тӑршшӗпе хӑйӗнчен вӑйсӑртарах арҫынпа пурӑнма тивет. Мӗнре кунта телей? Чуххӑм Ванькка та  ҫемьери тарҫа ҫаврӑннишӗн савӑнаймасть пулӗ. Вӑл хӑй ирӗклӗхне юрайман упӑшкан хӑмӑчӗпе улӑштарчӗ. Чуххӑм пулнине шута илсен кӑна ӑна телей рамки ӑшне хӗссе кӗртме пулать пулӗ. Ванюк амӑшӗ те ывӑлне хӗсӗрлекен кинӗпе пӗр килте хӑйне аванах туймӗ-тӗр. Тен пулас мӑнукӗсемпе савӑнӗ вӑл?..
Ну юрӗ, ытла тиркесе ларар мар. Мӗнле вӗҫлес тенӗ, ҫавӑн пек вӗҫленӗ. Туслӑх Ҫурчӗн сцени вӗсемшӗн кӑшт тӑвӑртарах пек туйӑнчӗ пулин те, актёрсем хӑйсен ролӗсене питӗ аван, кӑмӑла каймалла вылярӗҫ. Тав вӗсене! 
Анчах та "юптарӑвӑн моралӗ" мӗнлерех? Мӗн каласшӑн пулнӑ куракансене спектакле лартакансем? Авланмалла е авланмалла мар-и? Тен, эсир пире култарасшӑн кӑна пулнӑ? Култӑмӑр, тавтапуҫ. Нумайӑшӗ хӑйсен ялӗсенчи "Марш Тамарисене" аса илчӗ пулӗ.
Сӑмах май, пурнӑҫран илнӗ пӗр анекдот аса килчӗ:
Ҫамрӑк ҫын ватӑ шурсухал патне пырса ыйтать:
– Итле-ха, мучи, эсӗ пурнӑҫ пурӑннӑ ҫын, ҫулӑсем те пур. Пурнӑҫра арҫынна авлансан тӗрӗсрех пулать-и е авланмасан та юрать-и?
– Авлансан та, авланмасан та, юлашкинчен пурпӗрех ӳкӗнетӗн, – тесе хуравланӑ тет шухӑша путнӑ ватӑ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 25 декабря 2019 - 00:11
    Без имени
    Салам. Аван. Театр критикин урапи зинче эсе! Мухтав!