Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Николай Федорович УГАСЛОВА 70 çулхи юбилейпе!

Хаклă çыннăмăра, сумлă та хисеплӗ ентешӗмӗре, «Тус» строительство организацийӗн генеральнăй директорне, ЧНК вице-президентне Николай Федорович УГАСЛОВА 70 çулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр! Февралӗн 8-мӗшӗнче вăл хăйӗн çуралнă кунне палăртрӗ

Мӗнпур ял-йыш ятӗнчен тав туса Сире пурнăçра ырлăхпа тулли телей, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Тăван ялшăн тунă ӗçӗрсем сăваплă, ăна эпир кăна мар,  пирӗн ачасем те пӗлсе ӳсӗç. Пуринчен хакли вара эсир çынна ăнланма, илтме пӗлни, сирӗн ырă кăмăлăр. Эсир савăнăçа, хуйха-суйха та пайлама пӗлекен çын. Хисеплӗ Николай Федорович, юбилейпе сире! Малашне те ӗçӗрсем ăнса пыччăр, Турă пулăшса пытăр ыр ӗçсем тума.
70 çул – нумай-и вăл, сахал-и –
Пурнăç шав шăвать-ха малалла.
Сан çинчен начаррине кам калӗ,
Тӗллевре – ырă ӗç тумалла!
Сирӗнпе эпир мăнаçланатпăр
Тăван халăхшăн чунтан тăрăшнăран.
Сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр,
Тав тăватпăр пӗтӗм кăмăлтан.


Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми
 ял хутлăхӗн администрацийӗ,
шкулпа ача сачӗн ӗçченӗсем, ял-йыш.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев