Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нина Александровнăпа Иван Николаевич Титовсем пӗрлешнӗренпе 50 çул

 Пăлхар хулинче пурăнакан Нина Александровнăпа Иван Николаевич ТИТОВСЕМ çемье çавăрнăранпа ӗнер, августăн 18-мӗшӗнче, 50 çул çитрӗ

Юратнă аттепе аннене, кукаçейпе кукамая, асаттепе асаннене ылтăн туй ячӗпе чӗререн саламлатпăр! Сирӗн умăрта çӗре çити пуç таятпăр. Пире çуратса ӳстернӗшӗн, ура çине тăма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. Çур ӗмӗр эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Эсир пурри пирӗншӗн пысăк телей. Сывлăхăр чăваш юманӗ пек çирӗп, ӗмӗрӗр аслă Атăл пек анлă, телейӗр иксӗлми, пурнăçăр пуян, кăмăлăрсем сар хӗвел пек савăк, кун-çулăр сурпан пек вăрăм пултăр. Чунăрпа яланах çамрăк пулăр, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай-нумай çул тăван кил ăшшине упраса пурăнмалла пултăр. Эпир сире пурте çав тери хытă юрататпăр!

Ылтăн туйпа ăшпиллӗн саламлатпăр

Тăвансемпе пӗрле пуçтарăнса.​

Телей те ăнăçу, сывлăх сунатпăр –

Нумай çул пурăнсамăр ыр курса.

Ачисемпе мăнукӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев