Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нина Владимировнăпа Илья Кузьмич КОЖЕМАНОВСЕМ çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрӗ

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Нина Владимировнăпа Илья Кузьмич КОЖЕМАНОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа январӗн 12-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ.

Юратнă аттепе аннене, асаттепе асаннене, кукамайпа какаçее ылтăн туй ячӗпе чунтан саламлатпăр, сирӗн умăрта çӗре çити пуç таятпăр. Пире çуратса ӳстернӗшӗн, ура çине тăма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. Çур ӗмӗр эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр. Эсир пурри пирӗншӗн пысăк телей! 

Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр чунтан!

Шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр ялан.

Çирӗп сывлăх, хастарлăх сунар чӗререн,

Ан татăлтăр нихçан та укçа енчӗкрен.

Килӗшӳ, юрату хуçaлантăр килте.

Çуркунне чечеклентӗр ялан чӗрӗрте!

3 хӗрӗпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗпе кинӗ, мăнукӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев