Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нурлатра чи лайăх кукамая суйларӗç

Нурлатри Халăхсен Туслăх çуртӗнче тин кăна районти чăваш кукамайсен хушшинче «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗ вӗçленчӗ. Ăна вырăнти ЧНКЦ Мартăн 8-мӗшӗ умӗн йӗркелерӗ. Нурлат чăвашӗсен ертӳçи Галина Владимировна Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, иртенпе тăман вӗçтернипе ялсенчен конкурсантсем пуртех килсе çитеймен. Апла пулин те конкурс яланхи пекех интереслӗ иртнӗ. Жюри пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх,...

Нурлатри Халăхсен Туслăх çуртӗнче тин кăна районти чăваш кукамайсен хушшинче «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗ вӗçленчӗ. Ăна вырăнти ЧНКЦ Мартăн 8-мӗшӗ умӗн йӗркелерӗ. Нурлат чăвашӗсен ертӳçи Галина Владимировна Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, иртенпе тăман вӗçтернипе ялсенчен конкурсантсем пуртех килсе çитеймен. Апла пулин те конкурс яланхи пекех интереслӗ иртнӗ. Жюри пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх, кăçал «Чи лайăх кукамай» титула Нурлатра пурăнакан Нина Григорьевна Сиплатова тивӗçнӗ. Нина Григорьевна чăнах та питӗ хастар кукамай, пур енчен те пултарать. Вырăнти «Çăлкуç» ансамбле çӳрет. Конкурсра çӗнтермешкӗн ăна мăнукӗ Даша пулăшрӗ. Сăмах май, конкурс условийӗсем тăрăх, конкурсантсене шăпах мăнукӗсем пулăшмалла. « Питӗ ăш-пиллӗ иртрӗ конкурс, çанталăк чăрмантарман пулсан тата интерслӗрех пулатчӗ», - тесе пӗлтерчӗ ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев