Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Олег Николаев Игнатьев Верховнӑй суда иск пани пирки иккӗленнӗ

Хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырса ӗҫрен тухнӑ Пуҫлӑхӑн, ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе кӑларса янипе танлаштарсан, республика Конституцийӗпе пӑхӑннӑ привелегисемпе компенсацисем пур

 Кун пирки регион ертӳҫи "Федераци хыпарӗсен агентствине" пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, майӑн 20-мӗшӗнче эпир Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президентне хирӗҫ Аслӑ суда искпа тухнине пӗлтӗмӗр. Унта Игнатьев хӑйӗн полномочийӗсене срокчен вӗҫлекен указ пирки тавлашать. 
Ку тӗлӗшпе хӑйӗн комментарине каярах Олег Николаев та панӑ. Вӑл иска фейк пулма пултарать тенӗ: "Вӑл иск фейк кӑна мар-ши? Вӗҫне ҫитичченех ӗненес ҫук..."
Николаев ку хыпара массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗлнӗ. Михаил Игнатьевпа вӑл хутшӑнмасть. 
"Ҫын мӗншӗн ун пек тунине калама йывӑр. Ман шутпа регион пуҫлӑхӗ ҫакӑн пек утӑм тумалла мар пек туйӑнать", – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан.
"Федераци хыпарӗсен агентстви" ҫырнӑ тӑрӑх, Николаев сӑмахӗсемпе Михаил Игнатьев регионӑн мӗн пур ӑнӑҫлӑ майӗсемпе тата енӗсемпе усӑ курайман, республика экономикине те ҫӗклеймен.
"Ман шутпа, вӑл е ку этем пысӑк ранглӑ должноҫра мӗнле ӗҫленине статистика кӑтартӑвӗсем лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Шел пулин те, статистика кӑтартӑвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Ен ытти регионсен хушшинче  лайӑхах курӑнманни ҫинчен калаҫҫӗ, – тесе пӗлтернӗ республикӑн хальхи ертӳҫи.

Ҫапла-тӑр. Анчах ку ӗҫре пӗр интереслӗ япала пур. Олег Николаева ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма Путин лартнӑ. Николаев хальлӗхе кӳршӗ республика ертӳҫин суйлавне кандидат пулса хутшӑнасси пирки официаллӑ пӗлтермен-ха. Ҫавна май, логикӑна пӑхсан, халӑх ҫӗнӗ Пуҫлӑха суйламан-тӑк, киввин хӑйӗн прависем пирки калама май пур пек. Ҫак ҫӳхе ҫулпа кайма шутланӑ пулмалла та Михаил Игнатьев тата унӑн пулӑшаканӗсем.

Ҫапах та,  иск чӑнахах та пур-тӑк, кама питӗ кирлӗ-ха Чӑваш Енре ҫакӑн пек пӑтӑрмах тухни? Михаил Васильевич хӑй ӳпке чирӗпе тахҫантанпах пульницара выртать (ӑна часрах сывалма сунас килет) тесе калаҫҫӗ пулсан, кам тӗртсе пырать мӗн пур федераллӑ информагентствӑра пӗрремӗш хыпар пулса ҫаврӑннӑ урапана? 

Игнатьева влаҫ халь тин кирлӗ марри паллӑ. Суд ӑна хӑйӗн ҫухатнӑ должноҫне тӑвӑрса парсан та (Путинпа сутлашакан ҫӗнтересси пирки нумайӑшӗ иккӗленеҫҫӗ, паллах) вӑл ҫийӗнчех хӑй ирӗкӗпе отставкӑна каяс пек туйӑнать. Мускав ӑна пурпӗр ҫак вырӑнта ӗҫлеттермест ӗнтӗ. Анчах та, хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырса ӗҫрен тухнӑ Пуҫлӑхӑн, ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе кӑларса янипе танлаштарсан, республика Конституцийӗпе пӑхӑннӑ привелегисемпе компенсацисем пур. Тен, ҫавсене тавӑрас тесе кӑна тӑрӑшать Игнатьев? 

Ҫапах та, Аслӑ суд йышӑнӑвӗ Игнатьев майлӑ тухас пулсан, ҫакӑ Чӑваш Республикинчи обществӑпа политика лару-тӑрӑвне лӑскаса илме пултарать. Мӗншӗн тесен кӗркунне унта Пуҫлӑх суйлавӗ пулмалла. Кун пек пӑтӑрмах вара Олег Николаева хирӗҫ пыракан вӑйсене хӑватлантаратех. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев