Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ольга Кирилловна ПОТАПОВĂНА 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!

Теччӗ районӗнчи Юккел ялӗнче пурăнакан пирӗн хаклă та юратнӑ çыннӑмӑра Ольга Кирилловна ПОТАПОВĂНА юпа уйăхӗн 23-мӗшӗнче 80 çул тултарнă ятпа – чаплă юбилейпе – пӗтӗм кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр!

Сана çирӗп сывлăх, ăнăçу, тивлет сунатпăр. Емӗтленнисем çитсе пыччăр, пуçланă ӗçсем пурнăçланччăр. Савăнса пурăн, кулленхи кашни самантшăн хӗпӗрте. Çумӑнта яланах юратнă  çыннусем пулччӑр. Ачусемпе, мăнукусемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр. Вӗсем куç тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗнпур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр çулпа уттӑр. Пирӗн çакăн пек маттур та юратакан çын юнашар пулнăшăн эпир телейлӗ.
Юбилей телей çеç илсе килтӗр,
Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.
Ырлӑх-сывлӑх Турӑ парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
Ачисем, кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем тата Арисовсен çемйи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев