Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ольга Петровна КУЗНЕЦОВА 45 çул тултарчӗ

Алексеевски районӗнчи Пăлак ялӗнче пурăнакан Ольга Петровна КУЗНЕЦОВА пуш уйăхӗн 10-мӗшӗнче 45 çул тултарчӗ

Юратнă хӗре, йăмăка, аккана, аннене юбилей ячӗпе чунтан-чӗререн саламлатпăр! Чи кирли çирӗп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Яланах чунупа çамрăк пул, утас çулу такăр пултăр,  сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр, мӗн шухăшлани пурнăçланса пытăр.
Пурнăç пултăр сан аван,
Нихăçан та ан кулян,
Сывлăху пулсассăн çирӗп
Пуринчен те эс пуян.
Ылтăн çыннăмăр эс пирӗн!
Савăнатпăр эс пуртан.
Юбилей саламӗ йышăн
Пирӗнтен чунтан-вартан!
Ашшӗ, амăшӗ, тетӗшӗ, йăмăкӗсемпе шăллӗ, вӗсен çемйисем, 4 ывăлӗ, кинӗ, мăнукӗ, Хусан, Чистай хулисенче пурăнакан Петровсем тата ытти тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев