Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВĂНА çуралнă кун ячӗпе!
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан юратнă мăшăра, аннене, асаннене, кукамая Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВĂНА çуралнă кун ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
Нумай-нумай çул хушши пурăнма çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, тату пурнăç сунатпăр. Аттепе пӗрле савăнса-кулса пурăнмалла пултăр. Кил вучахӗ нихăçан та ан сӳнтӗр. Эпир, ачăрсемпе мăнукăрсем, ăçта пулсан та тăван киле сире савăнтарма яланах васкатпăр.
Чи ăшă сăмахсем калатпăр
Юратнăран чун-чӗререн.
Пур ырлăха сана сунатпăр,
Эс пурăнсамччӗ çӗр çулччен!
Мăшăрӗ, ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ тата мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев