Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Паттӑрсен кунӗпе!

Рустам Минниханов республикӑра пурӑнакансене Паттӑрсен кунӗпе саламланӑ

"Хисеплӗ тутарстансем! Сире Ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗпе чӗререн саламлатӑп! Ҫак уявӑн тымарӗсем тарӑн. Ӑна хамӑр халӑх, ҫӗршыв хӗсметӗнче кирек хӑш вӑхӑтра та тивӗҫлӗ тӑрса ҫапӑҫупа ӗҫре Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ мухтавлӑ ывӑлӗ-хӗрӗсене халалланӑ", – тенӗ Рустам Минниханов.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кун эпир хамӑрӑн тивӗҫлӗ несӗлсен астӑвӑмне пысӑка хурса хаклатпӑр, Совет Союзӗн Паттӑрӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсене, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсене, Раççей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗсене, Святой Георгий тата Мухтав Орденӗсен кавалерӗсене – пирӗншӗн хастарлӑх тата паттӑрлӑх ӗҫӗн тӗслӗхӗ пулса тӑракансене – чыслатпӑр.
ТР Президенчӗн сӑмахӗсемпе, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ, Тутар АССРӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра ҫак уява паллӑ туни уйрӑм пӗлтерӗшлӗ.
«Муса Джалиль и Газинур Гафиатуллин, Петр Гаврилов и Михаил Девятаев, Борис Кузнецов и Ахтям Сабиров, Ильдус Мостюков и Николай Фролов, Минтимер Шаймиев тата Газинур Хайруллин Тутарстанӑн ытти паттӑрӗсемпе пӗрле пирӗн мӑнаҫлӑх, халӑх чапӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксем вӗсенчен тӗслӗх илни ҫарпа истори тата культура йӑлисем ӑруран ӑрӑва куҫса пынине пӗлтерет",– тесе палӑртнӑ республика ертӳçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев