Сувар

Паян Яковлев вилнӗренпе 90 ҫул

"Ҫемьере – патшалӑх тӗрекӗ", – тенӗ И. Я. Яковлев

 Паян Аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева асӑнмалли кун. Йӑла тӑрӑх, октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, министрсем, общество хастарӗсем, ҫыравҫӑсемпе студентсем Патриархӑн Наци библиотеки умӗнче вырнаҫнӑ палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ. Яковлевӑн чӑваш халӑхне чӗнсе каланӑ халалне митингра вуласа парасси те йӑлара. Сӑмах май, ӑна ҫырнӑранпа 2021 ҫулта 100 ҫул ҫитет.

Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче Иван Яковлевичӑн пурнӑҫ тӑршшӗпе тунӑ ӗҫне пысӑка хурса хакларӗ. Вӑл аслӑ вӗрентекен халалне тӗпе хурса пыни пире малалла пурӑнма вӑй-хӑват панине асӑнчӗ. Палӑк умне чечек ҫыххисене хума ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Савватий митрополит, И.Я.Яковлев ячӗллӗ педуниверситет ректорӗ Владимир Иванов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: