Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Петербургра чăваш культурин кунӗсем

(З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Çурçӗрти тӗп хуламăрта çак кунсенче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Ăна халалланă мероприятисем сахал мар. Вӗсенчен пӗри - К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн гастролӗ. Хальхинче чăваш артисчӗсем Петербургри йăхташсене И.Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун» (ăна чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейне халалланă) тата А.Тарасовăн «Туя туй пек тăвар-и?»...

(З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Çурçӗрти тӗп хуламăрта çак кунсенче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Ăна халалланă мероприятисем сахал мар. Вӗсенчен пӗри - К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн гастролӗ. Хальхинче чăваш артисчӗсем Петербургри йăхташсене И.Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун» (ăна чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейне халалланă) тата А.Тарасовăн «Туя туй пек тăвар-и?» спектаклӗсене кăтартӗç. Театр кунта юлашки хут 12 ҫул каялла пулнӑ. Ун чухне Ленсовет ячĕллĕ театрта Ф.Павловӑн «Ялта» драмине тата А.Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитне кӑтартнӑ. Хальхинче чăваш артисчӗсене «На Литейном» театр йышăннине хыпарлать ЧНК пресс-служби.

Апрелӗн 7-мӗшӗнче Петербургри Национальноҫсен ҫуртĕнче чăваш ӳнерçисен «Нева ҫинчи Атӑл шурӑмпуҫĕ» куравӗ те уçăлчӗ. Мешехене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Санкт-Петербург хула администрацийĕн наци хутшӑнӑвĕсен комитетне ертсе пыракан специалист Вадим Придус, Национальноҫсен ҫурчĕн директорĕн заместителĕ Дмитрий Федоров, Петербургри Чӑваш культура обществин председателĕ Владимир Живов хутшӑнчĕҫ.

«Паянхи мероприятин пĕлтерĕшĕ питĕ пысӑк. Темиҫе сехет каялла этнографи музейĕнче ҫавра сĕтел иртрĕ. Унта ҫитес вӑхӑтра Шупашкар хулине йĕркелесе янӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑпӑр. Халь вара тепĕр килĕшӗве Национальноҫсен ҫурчĕпе тӑвӑпӑр. Шупашкарта та Халӑхсен Туслăх ҫурчĕ пур. Ҫыхӑну тытса ĕҫлеме меллĕ пулĕ. Ҫакӑншӑн Национальноҫсен ҫурчĕн ертӳҫисене пысӑк тав», - терӗ ЧР культура министрĕ Константин Яковлев курава уçнă май.

Петербург творчество çыннисене яланах илӗртнӗ, илӗртет те. Вӗсен вилӗмсӗр ӗçӗсене паянхи кун та курса савăнма, мăнаçланма май пур чăвашсен.Тӗслӗхе Петр Егоров чăваш архитекторӗн Çуллахи сад картине кăна илер. Çавăнпа Петербургри Чăваш культурин кунӗсем тӗлне кунти чăваш ӳнерçисен куравне йӗркеленинчен тӗлӗнмелли çук. Раҫҫей тава тивĕҫлĕ художникĕ Анатолий Рыбкин пӗлтернӗ тăрăх, Петербургра халӗ те чăваш художникӗсем питӗ нумай, анчах та вӗсене, кашни хăйӗн мастерскойӗнче ӗçленине кура, пӗрле пухма кăна çăмăлах мар. Апла пулин те курава 40 яхăн ӳнерçе явăçтарма пултарнă. Тен, малашне кун пек куравсем татах та уçăлӗç-ха. Туризм центрӗ шутланакан хулара вӗсен куравӗсем пулмаллах. Палăртса хăвармалла, юлашки вăхăтра Петербург чăвашӗсем питӗ хастар ӗçлени сисӗнет. Тӗслӗхе пурте пӗрле пархатарлă ӗçе пуçăннине кăна илер. П.Егоров проекчӗпе хатӗрленӗ чиркӗве çӗнӗрен купалама пуçланă вӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев