Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пётр Александрович МАРКОВ 70-те!

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Ӗç ветеранӗ Пётр Александрович МАРКОВ октябрӗн 19-мӗшӗнче 70 çул тултарать

Хаклă та юратнă мăшăра, аттене, асаттене, кукаçие, мăн кукаçие, тетене, хăтана сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Юратнă çыннăмăра хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх, пурнăçăн анлă çулӗпе тата нумай-нумай çул чирлемесӗр хавхаланса утма, пире савăнтарса пурăнма вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Санăн куçусем телейпе çуталччăр, ӗмӗтӳсем пурнăçа кӗрсех пыччăр.
Вăрăм пултăр ӗмӗрӳ,
Таптăр вăй-халу хӗрӳ,
Хурçă евӗр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу!
Мăшăрӗ, ывăлӗсем, кинӗсем, хӗрӗсем, кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем тата çывăх тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X