Сувар

Пирӗн Милана – пӗрремӗш!

Вăт ку çитӗнӳ! Элкел районӗнчи Хăрата ялӗнчи Милана Яганева (сăнӳкерчӗкре сылтăмран сулахаялла пӗрремӗш) кекусинкай карате енӗпе февраль-март уйăхӗсенче кăна хăйӗн ӳсӗм çулӗнче икӗ медаль çӗнсе илме пултарчӗ. Февралӗн 18-мӗшӗнче Элкел районӗн кекусинкай каратепе хупă первенствинче виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ пулсан, мартăн 4-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ «Шурă пиçиххи» чемпионатпа первенствăн «кумитэ» пайӗнче пӗрремӗш...

Вăт ку çитӗнӳ! Элкел районӗнчи Хăрата ялӗнчи Милана Яганева (сăнӳкерчӗкре сылтăмран сулахаялла пӗрремӗш) кекусинкай карате енӗпе февраль-март уйăхӗсенче кăна хăйӗн ӳсӗм çулӗнче икӗ медаль çӗнсе илме пултарчӗ. Февралӗн 18-мӗшӗнче Элкел районӗн кекусинкай каратепе хупă первенствинче виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ пулсан, мартăн 4-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ «Шурă пиçиххи» чемпионатпа первенствăн «кумитэ» пайӗнче пӗрремӗш вырăна çӗнсе илчӗ. Маттур!

Милана 4-мӗш класра кăна вӗренет-ха, апла пулине те хăйӗн ӳсӗм çулӗнче çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тăвать. Ку енӗпе камран тӗслӗх илмелли те пур унăн. Пӗртăван пиччӗшӗсем кекусинкай каратепе Тутарстан, Раççей чемпонӗсем.

Хӗрачашăн çирӗп шутланакан çак спорта Миланăна ашшӗ Евгений Павлович Яганев хăнăхтарать иккен. Евгений Павлович хăйӗн ачисен кăна мар, Хăрата, Пăрнай, Качаел, Сиктӗрме-Хусанкай, Элкел ялӗсенчи 6-25 çулти тата 20 çамрăк спортсменăн тренерӗ те. Вӗсем пурте Хăратари спорт клубне çӳреççӗ. Тӗрлӗ шайри ăмăртусенчен çӗнтерӳпе таврăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: